Чӑваш Енӗн ӗҫчен те пултаруллӑ ҫыннисене патшалӑх наградисене парса чысланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енӗн ӗҫчен те пултаруллӑ ҫыннисене  патшалӑх наградисене парса чысланӑ  регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри паллӑ ҫынсене патшалӑх наградисем панӑ. Вӗсен шутӗнче – электроэнергетика отраслӗн, ял хуҫалӑхӗн, пулӑшу сферин ӗҫченӗсем, культура, сывлӑх сыхлав ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, экономистсем, вӑрманҫӑсем, нумай ачаллӑ ҫемьесен ашшӗ-амӑшӗсем тата ыттисем те. Вӗсем пурте Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика ҫитӗнӗвӗсене пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, кӑтартуллӑ ӗҫшӗн вӗсене пурне те  мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

«Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшакан сирӗн пек ҫынсене пула пирӗн республикӑн пур ҫитӗнӗвӗ те пулса пырать. Шӑпах сирӗн тӳпе ҫак ҫитӗнӳсен никӗсӗ пулса тӑрать. Уйрӑм мӑнаҫлӑх  туйӑмне ҫуратать Надежда Цветкова, нумай ачаллӑ амӑшӗ, вӑл ним шухӑшласа тӑмасӑрах Атӑл ҫинчи ачасене ҫӑлма ыткӑннӑ.  Паллӑ, пысӑк хисепе тивӗҫлӗ вӑл. Унӑн  хӑюлӑхне пула икӗ  ачан пурнӑҫ сыхланса юлнӑ. Наградӑласси ҫинчен калакан Указа Владимир Владимирович Путин Президент алӑ пуснӑ. Тавах сирӗн ӗҫӗршӗн, хастарлӑхӑршӑн тата тӑван ҫӗре юратнӑшӑн»,  – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 Паллӑ кун мероприятине пухӑннисене патшалӑх наградисене парса хисеп тунӑ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрушӑн паха тӗслӗх пулнине каланӑ.

Тӗплӗнрех



26 июня 2025
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter