Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗн Председателӗн канашҫипе Кирилл Тремасовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗн Председателӗн канашҫипе Кирилл Тремасовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗн Председателӗн канашҫипе Кирилл Тремасовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем республикӑри экономика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех Анатолий Аксаков Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ хутшӑннӑ.

 «Чӑваш Ен бизнес валли ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем тӑтӑшах шыранине пула питӗ лайӑх кӑтартусем тӑвать. Эпир Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ пуҫарусене  пурнӑҫа кӗртме пулӑшса пыратпӑр. Кӑҫал Тӗп банк регионӑн бюджет сферинче цифра тенкипе усӑ курассине тест ирттерме витӗм кӳчӗ  кӗркунне тӗлне хатӗр йышӑну тӑратӑпӑр. Чӑваш Ен ҫакнашкал тестивани ирттерекен пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн тӗслӗх пуласса та шанатпӑр»,  тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Укҫа-тенкӗпе кредит политикине ӑнлантарса пама предприятисемпе  тӑтӑшах уҫӑ калаҫусем ирттернине каланӑ Раҫҫей Банкӗн Председателӗн канашҫи Кирилл Тремасов.

 «Раҫҫей Банкӗшӗн регионсенчен каялла килекен  сӗнӳсем пӗлтерӗшлӗ. Бизнес представителӗсем Раҫҫей Банкӗн ыйтӑм тата коммуникаци сессийӗсене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек юлашки сессисенчен пӗри Шупашкарти экономика форумӗн площадкинче иртрӗ. Тӗлпулусен материалӗсене тӗп ставкӑ тунӑ чухне йышӑнусем пӑхса хӑварнӑ  май шута илеҫҫӗ»,  тесе ырӑ хыпара  палӑртнӑ Раҫҫей Банк Председателӗн канашҫи Кирилл Тремасов.

Ҫавӑн пекех тӗлпулура республикӑн бизнес пайне хальхи экономика условийӗсене  тӗпе хурса ӗҫлеме вӗрентесси пирки, патшалӑх пулӑшу мерисене анлӑлатасси ҫинчен те сӳтсе явнӑ.

Республикӑра 5 ҫул хушшинче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫлама (2020-2024 ҫҫ.) 5,6 млрд тенкӗ  тӑкакланӑ.  Республикӑра МСП субъекчӗсен тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен йышӗ ҫирӗп ӳсни палӑрать. Ҫак тапхӑртах МСП субъекчӗсен шучӗ 2,7 хут ӳснӗ, 134 пинпе танлашнӑ. МСП сферинче ӗҫлекенсен йышӗ 1,6 хут ӳснӗ, вӑл паянлӑха 245 пин ытла ҫынпа танлашать.



27 июня 2025
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter