«Уяв» мероприятийӗ икӗ кӳршӗллӗ региона Чӑваш Енпе Тутарстан Республикине пӗр-пӗринпе туслӑ килӗштерсе ӗҫлесе пурӑннине ҫирӗплетнине каланӑ Олег Николаевпа Рустам Минниханов

«Уяв» мероприятийӗ икӗ кӳршӗллӗ региона Чӑваш Енпе Тутарстан Республикине пӗр-пӗринпе туслӑ килӗштерсе ӗҫлесе пурӑннине ҫирӗплетнине каланӑ Олег Николаевпа Рустам Минниханов

Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тутарстан Республикин Пуҫлӑхӗпе Рустам Миннихановпа пӗрле Нурлат хулинче иртнӗ «Уяв» чӑвашсен чаплӑ мероприятине  хутшӑннӑ. Кӑҫал мероприятие Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ.  Кӳршӗллӗ пурӑнакан икӗ регион пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни куҫ кӗретех, ӗҫлӗ ҫыхӑнусем  сарӑлса пыни те ҫаках ҫирӗплетеҫҫӗ.

«Хисеплӗ Рустам Нургалиевич! Эпӗ сире Тутарстанра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн чӗлхисене, йӑли-йӗркисене тата культура хаклӑхӗсене упраса хӑварас, аталантарас тата ламран-лама куҫарса пырас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Палӑртса хӑваратӑп: Чӑваш Енре те тӗрлӗ халӑх представителӗсем хӑйсен культурисен пуянлӑхне тата вӗсем пӗрлӗхре пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.  Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Пире нихӑҫан та никам та парӑнтараймӗ.  Паянхи уяв вӑл – пӗрле пухӑнма, хамӑрӑн мӑн асаттесен йӑли-йӗркине аса илсе вӗсене  упрама витӗм кӳрекен мероприяти»,  – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чаплӑ уява пухӑннисене саламланӑ май.

Тутарстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов, кӳршӗллӗ икӗ регион яланах пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑнртнӑ.  Ӗҫлӗ ҫыхӑнусем те сарӑлсах пынине каланӑ Пуҫлӑх.  «Уяв тахҫанах нумай нациллӗ Тутарстанӑн культура символӗсенчен пӗри. Ҫемйене хисеплени, туслӑха упрани, Тӑван ҫӗршыва юратни – пархатарлӑ.  Вӑл пирӗн мӑнаҫлӑх.  Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн тавракурӑмӗн, ҫирӗплӗхӗн, чечекленӗвӗн тата хӑвачӗн никӗсӗ. Хаклӑлӑхсене упранӑшӑн, вӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва  вӗрентсе хӑварнӑшӑн тав. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул  ҫулталӑкӗнче ҫакӑ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Олег Николаев уявӑн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ.  Чӑваш эткерлӗхне упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунине палӑртса, ҫавӑн пекех регионсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетесснче  пысӑк витӗм кӳнӗшӗн вырӑнти ертӳлӗхе мухтанӑ, пысӑк хисепе тивӗҫнисене Тав сӑмахӗсемпе чысланӑ.

Чӑваш культурин уявӗ йышлӑ хӑна пухнӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе паллашма тӗрлӗ куравсем ӗҫленӗ, кӑсӑклӑ экскурсисем йӗркеленӗ. Курма килекенсем халӑх тумӗн, йӑла-йӗрке тата ӗҫ хатӗрӗсен куравӗсемпе  тӗплӗн паллашнӑ. Кашни куравра ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ, унта кашни кӑмӑл тӑвакан хӑй тӗллӗн ҫӑпата тума е алшӑлли тӗртме  тата ал ӗҫ хӑнӑхӑвӗсене алла илме пултарнӑ.

Пултарулӑх конкурсӗсемпе концертсем, мероприятин тӗп илемӗсем пулса тӑнӑ. Чӑваш юррисем халӑхӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ. «СВОих не бросаем» интерактивлӑ площадка та ӗҫленӗ, тӗрлӗ сӗнӳсем илме май пулнӑ.

Яланхи пекех спор мероприятийӗсем те чылай иртнӗ уявра. Вӗсенчен анлӑ сарӑлни «Кӑрешӳ» спорчӗ.  Мала тухнисене парнесем парса хавхалантарнӑ.

Уяв – халӑхсем хушшинчи туслӑхпа килӗшӗве ҫирӗплетме пулӑшакан, истори еткерлӗхӗпе хальхи саманана пӗрлештерсе, тӑван тавралӑха, тӑван кӗтесе, Ҫӗршывӑмӑра юратма вӗрентекен авалхи уяв.



30 июня 2025
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter