Пуҫаруллӑ бюджетировани программи анлӑланса пырать Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӗннипе
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикинче 2026 ҫул валли пуҫаруллӑ бюджетировани программине хутшӑнма заявкӑсем йышӑнасси пуҫланать. Нумай ҫын пӗлекен программа кӑҫал ҫӗнелнӗ форматпа пурнӑҫа кӗрӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе, унӑн пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать. Паллӑ, кун пек ӗҫе ҫынсене хӑйсен территорийӗсене аталантарас ӗҫе ытларах явӑҫтарас тӗлӗшпе тунӑ утӑмсенчен пӗри пулса тӑрать.
«Чӑваш Енре пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Вырӑнти халӑх хӑйсем пурӑнакан территорисене хӑтлӑ тӑвассишӗн тӑрӑшать, пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесе, ялсен сӑн-сӑпатне илемлетсе пырассишӗн те ырми-канми вӑй хурать», – тенӗ Пуҫлӑх.
Ҫӗнӗлӗх цифра сервисӗсемпе усӑ курса уҫҫӑнах сасӑлава та хутшӑнма май парать ҫынсене . Кун пирки те уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Маларах проектсенчен чылайӑшӗ ял хутлӑхне аталантарма пурнӑҫа кӗрсе пынӑ, халӗ вара программӑна хуласем те хастарлӑн хутшӑнма пултарайраҫҫӗ. Ҫакна пула хуласенче укҫа-тенкӗ уйӑрассине самай ӳстернӗ: тӗслӗхрен, Шупашкарта – 10-ран 87,5 миллион тенкӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 7,5-рен 35 миллион таран. Ҫавӑн пекех республика хыснинчен уйӑрса памалли хушма укҫан виҫине 5% таран хӑпарма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан, ҫитес ҫулта тата та ял тӑрӑхӗсемпе хуласенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем пурнӑҫа кӗрессине шанатпӑр.
Проектсен переченӗ те анлӑланнӑ. Икӗ ҫӗнӗ ҫул-йӗр палӑртнӑ: «Манӑн кил-ҫурт» ҫавӑн пекех «Ачасемпе ҫамрӑксен тӗнчи». Пӗр сӑмахпа каласан, таврана тирпей-илем кӗртесси, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереси тата ытти те. Ку темӑсем кулленхи пекех малти вырӑна тухса тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхсене хулара пурӑнакансем хапӑл тусах йышӑннӑ.
Муниципалитетсенчен кирек мӗн чухлӗ те заявка тӑратма пулать. Чару пачах та ҫук. Халӑх ырлать пулсан, проектсене пурнӑҫа кӗртме те аван пулӗ. Енчен те кашни проектшӑн 500 ҫын сасӑласан, хушма балл проектшӑн илме пулать. Кунта та ҫӗнӗ ҫӑмӑллӑх кӗртни куҫ кӗретех.
Хулара пурӑнакансене валли «Чӑваш Ен-онлайн» портал урлӑ Патшалӑх пулӑшӑвӗсен сервисне тӗпе хурса онлайн-сасӑлава хутшӑнма пулать. Программа ҫӗнӗ ят панӑ «Ниме» – Халӑх бюджечӗ» (. Чӑвашла «Ниме» ӑнлав «пӗрлехи ӗҫ» тенине пӗлтерет). Программӑн халӗ хӑйӗн логотипӗ тата фирма стилӗ пур, ку вара унӑн паллӑлӑхне ӳстерет.
Заявкӑсен йышӑнӑвӗ ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑсӑлать. Ҫак тапхӑрта пуҫару ушкӑнӗсен проект хатӗрлемелле, халӑха алӑ пустарса документсене хӑйсен муниципалитечӗн администрацине памалла. Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен «Госуслуги» порталти сасӑлав старт илет. Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен палӑртӗҫ.
Проект пирки ансат утӑмлӑ ӑнлантарупа пур информацие сайтра тупма пултаратӑр: : народныйбюджет.чувашия.рф
«Халӑх программи пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр. Кашнин пуҫарӑвне тӗплӗн тишкеретпӗр, май пур таран сӗнӳсем парса пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳретпӗр. «Ниме – Халӑх бюджечӗ» вӑл — хамӑр картише, урама, округа улӑштарма май парӗ», – тенӗ Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Максимов.