Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ

Правительство Ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ, унта вӗсем регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев регионӑн Правительстви апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес ыйтупа кирлӗ пек шайра ӗҫлесе пынине пӗлтернӗ Игорь Комарова: «Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ  таварӗпе Чӑваш Республики паян хӑйне туллин тивӗҫтерет,   тирпейленекен таварсене ытти регионсене те парайрать тесе калама пултаратпӑр. Кун пек пысӑк кӑтартусем, кулленхи пурнӑҫра ҫӗнӗлӗхсене тӗпе хурса ӗҫленипе пулса пыраҫҫӗ.  Тӗпӗр пысӑк пулӑшу, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Чӑваш Республикишӗн йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх культурине вӑй илтерсе аталантарса пыма витӗм кӳни», – тенӗ вӑл.

Игорь Комаров Чӑваш Ен ҫирӗппӗн аталаннине палӑртнӑ: «2025 ҫулхи  4 уйӑхри кӑтартӑва пӑхас пулсан,  промышленноҫ производствин индексӗ ӳснине куратпӑр: 107,4% вӑл – ПФО тата Раҫҫейӗн вӑтам кӑтартӑвӗнчен пысӑкрах. Юлашки темиҫе ҫулта тӗп капитала инвестицисен калӑпӑшӗ самай ӳснӗ. Тӗслӗхрен, электротехника изделийӗсем, производство сферинче инвестици проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Экспорт вӑй илсе аталанса пырать, пуласлӑхи плансем те пысӑк», – тенӗ вӑл.

Чӑваш Енре экономикӑн ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗ округпа анчах мар ҫӗршыв вӑтам кӑтартӑвӗнчен те ӳсни куҫ кӗретех.  Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ 2025 ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче промышленноҫпа ял хуҫалӑх производствин, строительствӑри ӗҫсен калӑпӑшӗсене ӳстернипе палӑрать, ҫавӑн пекех ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ тата  ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗ те хӑпарнӑ. Регионта ӗҫсӗр граждансен йышӗ чакнӑ. Ку та питӗ лайӑх.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикин промышленноҫ производствин пӗтӗмӗшле индексӗ 2024 ҫулӑн  ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 103,7% ҫитнӗ. Промпроизводство чи пысӑк ӳсӗмне компьютерсем, электронлӑ тата оптика таварӗсем, автотранспорт хатӗрӗсем, прицепсемпе ҫурма прицепсем, хими продукчӗсем туса кӑларакан предприятисем  витӗм кӳнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри промышленноҫ предприятийӗсем 5 уйӑхра харпӑр производство таварӗсене 243 млрд тенкӗлӗх тиесе ӑсатнӑ, ҫакӑ 2024 ҫулхи тивӗҫлӗ тапхӑртинчен 14% нумайрах.

Строительствӑри ӗҫсен калӑпӑшӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач – ҫу уйӑхӗсенче 2025 ҫ. 24 млрд тенкӗпе танлашнӑ, кӑтарту каллех пысӑк.

Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӑмарта, аш-какай тата сӗт туса илессине ӳстерсе пыраҫҫӗ. Планпа акмалли лаптӑксен шучӗ ӳсет. Ял хуҫалӑх производствин индексӗ 2025 ҫулхи I кварталта мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа пӑхас пулсан 108,3% танлашнӑ, ҫав шутра ял хуҫалӑх организацийӗсем – 112,4% таран хӑпарнӑ.

Уйӑхри вӑтам номиналлӑ ӗҫ укҫи Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач – ҫу уйӑхӗсенче, хаклавлӑн, 63,6 пин тенкӗпе, 2024 ҫулхипе илес пулсан 114,1% танлашнӑ.

Тӗлпулура «Время СВОих» ҫӗнӗ вӗрентӳ проектне пурнӑҫа кӗртессине те сӳтсе явнӑ. Олег Николаев Игорь Комарова пӗрремӗш хутшӑнакансем ҫинчен пӗлтернӗ. Чӑваш Енре 33 ҫын, вӗсенчен ытларахӑшӗ паттӑрлӑхшӑн патшалӑхӑн темиҫешер наградине тивӗҫнине те асӑннӑ. Шупашкарти экономика форумӗнче ПСБ банкӗпе килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗпленине асӑннӑ. Ӗҫ хучӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар пенсионерӗсене тата вӗсен ҫемйисене  харпӑр хӑй ӗҫне йӗркелесе яма пулӑшассине каланӑ. Вӗсен бизнесне аталантарма пысӑк тӗрев парасса асӑннӑ.

Чӑваш Енре асӑннӑ пуҫару ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ ҫар ҫыннисен социаллӑ адаптаци енӗпе анлӑ программӑн пӗр пайӗ пулса тӑрать.

Ҫавӑн пекех Ертӳҫӗсем Чӑваш Республикин обществӑпа политика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.  Ҫитес  суйлав ҫинчен те  сӳтсе явнӑ.  «Чи кирли – суйлавӑн уҫӑмлӑхӗ, мӗнпур ӗҫсене пысӑк шайра, саккунсене пӑхӑнса йӗркелесси. Ку вӑл обществӑри кӑтартусемпе лӑпкӑлӑха шанассин никӗсӗ. Суйлав процесне хутшӑнакансене пурне те хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси те пӗлтерӗшлӗ», – тесе палӑртнӑ РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров.



04 июля 2025
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter