Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫӗршывра пурӑнакан тӗрлӗ халӑха пӗрлештерчӗ, туслӑхра пурӑннине ҫирӗплетрӗ
Чӑвашсен «Акатуй» уявӗ Мускавра иртнӗ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.
Уява тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсем хапӑл тусах пуҫтарӑннӑ. Чаплӑ пулӑма, савӑнӑҫа пӗрле пайлама Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Яланхи пекех мероприятинче чӑвашсен хаваслӑ юрри-кӗвви янӑранӑ, спорт мероприятийӗсем иртнӗ, пысӑк хисепе тивӗҫнисене тав туса ӑшӑ сӑмахсемпе саламланӑ. Уяв эпир пурсӑмӑр та пӗрле, туслӑ килӗштерсе ӗҫлесе пурӑннине ҫирӗлетнӗ.
«Паян чӑваш халӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн пур халӑхне те хӑйӗн йӑлана кӗнӗ наци Акатуй уявӗпе саламлать. Тӗрлӗ халӑх, наци уявӗн хӑнисем вӑйӑ картине тухрӗҫ, пӗрлӗхре пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пӗрлӗхре, туслӑ килӗштерсе ӗҫлесе пурӑнмалли пирки тӑтӑшах калать. Кашни халӑхӑн ӗмӗрсем хушши йӗркеленнӗ пӗрлӗхе, туслӑха хаклас, упраса хӑварас. Паян та эпир, чӑвашсем, культурӑна, йӑла-йӗркене ыттисене ытарлӑн кӑтарса паратпӑр. Пирӗнпе пӗрле ыттисем те хапӑл тусах, пӗрлӗхре пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнса, хамӑр вӑйлине, пире никам та парӑнтарайманнине кӑтартайратпӑр. Тӑван ҫӗршыва юрататпӑр, уншӑн яланах яваплӑха туйса, хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫлатпӑр», – тесе каланӑ, чаплӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ май Олег Николаев.
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн, хӑюлӑхшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн СВО участникне, Раҫҫей Геройне Михаил Николаевич Марцев подполковника, «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят панӑ.
«Олег Алексеевич, пысӑк награда панӑшӑн тав тӑватӑп. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗ пулнӑ май Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗн ятне тивӗҫлипе упраса пурӑнӑп, республикӑн чапне ӳстерме витӗм кӳме тӑрӑшӑп. Пирӗн пурин те ӑҫтан ҫуралнине асра тытмалла, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне пулӑшса пыни, уйрӑмах паян ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче питӗ пӗлтерӗшлӗ, тӑшмана парӑнтарма вӑй-хӑват хушать», – тесе каланӑ Михаил Марцев.
«Ҫӗршер ҫул ытла эпир вырӑс тата ытти халӑхсемпе пӗрле туслӑ ӗҫлесе пурӑнатпӑр, тыр-пул пухатпӑр, заводсем хӑпартатпӑр, тӑван ҫӗре хӳтӗлетпӗр. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласса шанса тӑратӑп. Пирӗн юратнӑ ҫӗршыв шанчӑклӑн малалла яланах кайтӑр. Республикӑна Олег Алексеевич Николаев ҫирӗп ертсе пырать, пысӑк кӑтартусемпе палӑрни те ҫакнах ҫакнах ҫирӗплетет. 2030 ҫул тӗлнелле эпир сирӗнпе тата та питӗ лайӑх кӑтартусемпе палӑрассине пӗлсех тӑратӑп. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйӗн бюджетне профицитпа пурнӑҫлать. Кун пеккине пуҫласа куратпӑр. Олег Алексеевичӑн команди лайӑх ӗҫлет, шанчӑклӑн малалла утать. Республикӑн социаллӑ пурӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫирӗп вӑй илсе пырать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн саламӗнче уява пухӑннисене саламланӑ майӑн Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков.
Уявӑн тӗп сцени ҫинче кунӗпех халӑх ансамблӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем курма килекенсене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. Ӑстасем хӑнасене хушпу, пуканесем тата вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ парнесем тума вӗрентнӗ.
«Кӗрешӳ» спорт тупӑшӑвӗ «Акатуйри» уявӑн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Унта Мускаври, Ульяновск, Самара облаҫӗсенчи, Тутарстан Республикинчи, Пушкӑртстан, Дагестан тата ытти регионсенчен чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑватӑ виҫе категорийӗнче иртнӗ ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
«Спорт мероприятийӗ Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасен паттӑрлӑхне кӑтартса паракан чаплӑ пулӑм пулса тӑчӗ. Йӗркелӳҫӗсемпе спортсменсене, тренерсене пысӑк тав сӑмахӗсем калатӑп!» – тенӗ Олег Николаев.
