«Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» республика форумне пысӑк та телейлӗ ҫемьесем пуҫтарӑннӑ

«Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» республика форумне пысӑк та телейлӗ ҫемьесем пуҫтарӑннӑ

Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» республика форумне вун-вун пысӑк та телейлӗ ҫемье представителӗсене пухнӑ. Ҫак пулӑм ҫемьери йӑла-йӗркесен, ҫитӗнӳсемпе хавхаланусен чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнӑ, хальхи Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ хаклӑхсем пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннӑ ҫемьесене саламланӑ, форума хутшӑннисене чун-чӗререн тав сӑмахӗ каланӑ, наци культурине йӗркелес тата пулас ӑрусене воспитани парас ӗҫре йӑлана кӗнӗ ҫемье пӗлтерӗшне палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

 «Нумай ачаллӑ, йӗркеллӗ ҫемье вӑл – пирӗн патшалӑхӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри.  Республикӑри ҫемьесене Владимир Владимирович Путин Президент хушнипе пурнӑҫлакан пулӑшу мерисемпе тивӗҫтерсе эпир пӗрмай ҫӗнӗлӗхсем те йӗркелетпӗр. Юлашки ҫулсенче те регион шайне пулӑшмалли  хушма 24 мера пӑхса хӑварса йышӑннӑ: социаллӑ хӳтлӗх сферинче, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗрентӳ ӗҫӗнче те чылай ҫӑмӑлӑхсем пур ҫемьесене валли.  Пур ҫӗрте те ӑнланулӑх хуҫаланни куҫ кӗретех», –  тенӗ Пуҫлӑх.

«Форум ҫӗнӗ шайсене тухма хавхалантарнине курма май паракан тӳрем пулса тӑчӗ.   Пуҫаруллӑ шухӑшсене  пӗрле пӑхса тухма, пурнӑҫа кӗртме те витӗм кӳрет.  Мӗншӗн тесен кунта пурнӑҫа пӗр пек принципсемпе йӗркелекен ҫынсем пуҫтарӑннӑ: нумай ачаллӑ пулни паха, ҫемье шайӗнче вӑй хумалли ӑнлав та малти вырӑна тухса тӑрать», – тесе каланӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Паян республикӑра вӗсем 19 пине яхӑн – 2012 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах. Кашни тӑваттӑмӗш ача нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнет.

Ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерме Чӑваш Ен Правительстви пӗтӗмпех кирлӗ пек условисем йӗркелет.

2020 ҫултанпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн ачаллӑ ҫемьесем валли регионти социаллӑ пулӑшу мерисен комплексӗ  кулленех анлӑлансах пырать. 24 ҫӗнӗ мера кӗртнӗ, ҫав шутра тин ҫуралнӑ пепкесене те парне парса хавхалантараҫҫӗ.

Ҫынсен тупӑшне ӳстерме пулӑшакан социаллӑ пулӑшӑвӑн пахалӑхлӑ ҫӗнӗ виҫи социаллӑ контракт шутланать. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче федераци шайӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисене социаллӑ контракта тӗпе хурса патшалӑх социаллӑ пулӑшу парассин приоритетлӑхне ҫирӗплетнӗ.

Социаллӑ контракта пурнӑҫа кӗртме тӑватӑ енпе пӑхса хӑварнӑ. Вӗсенчен пӗри – уйрӑм предприниматель ӗҫне пулӑшмашкӑн 350 пин тенкӗ таран тӳлени. Ҫав вӑхӑтрах соцконтракт укҫи-тенки шучӗпе професси  пӗлӗвне ӳстерме май пур.

Регионти чи лайӑх ҫемьесене Форумра патшалӑх наградисемпе тата ятарлӑ  паллӑсемпе парса чысланӑ. «Пирӗн республикӑшӑн ку уяв – уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан йышлӑ та туслӑ ҫемьесемпе тата йӑх-ӑрӑвӑн пуян йӑли-йӗркипе палӑрса тӑрать. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗнче калашле: «Икӗ ҫын – пӗр мӑшӑр, ҫичӗ ҫын – пӗр ҫемье». Пирӗн вӑй – тӑван йӑла-йӗркере», – тенӗ Пуҫлӑх.

  «Сире пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн, эпир пӗрле Раҫҫее, Чӑваш Ене ҫирӗплететпӗр-ҫке. Нумай ачаллӑ ҫемьесем – ҫӗршыв пуласлӑхӗ, вӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн яваплӑха туйса ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Паянхи пурнӑҫ таппинче пирӗн тӗнче хӑвӑрт улшӑнса аталанса пырать. Ҫемье пур чухне тӗнче килӗшӳллӗрех, тӗнче туйӑмӗ ҫураҫуллӑрах пулса пынине те куратпӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  форума пухӑннисене саламланӑ май «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева.



08 июля 2025
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter