Управленец пулма кӑмӑл тӑвакансене валли «Ҫамрӑк лидерсен команди» ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухнисемшӗн пӗрремӗш утӑм пулса тӑрӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑкcен кадр резервӗ «Ҫамрӑк лидерсен команди» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе пуянланнӑ. 2025 ҫулта конкурса хутшӑнма 678 заявка панӑ. Финалистсен дипломӗсене 20 ҫын, ҫӗнтерӳҫӗ ята пиллӗкӗн тивӗҫнӗ.
«Ҫамрӑк лидерсен команди» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев унта хутшӑнакансене саламланӑ.
«Эсир тӗрӗслевсен ултӑ тапхӑрнче хӑвӑрӑн тарӑн пӗлӗвӗре кӑтартса патӑр. Тӗрлӗ ыйтусен хуравӗсене пӗлтӗр. Команда ӗҫӗн хӑнӑхӑвӗсене ҫирӗплетрӗр. Туххӑмрах кирлӗ пек ыйтусене уҫӑмлатма та пултартӑр. Пӗр-пӗрне ӑнланса, пӗр-пӗрин шухӑшне тӗпе хурса, вӗсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар ӗҫлеме вӗрентӗр. Пӗрлехи ӗҫре пӗтӗмлетӳсем туса, кирлӗ пек йышӑнусем тума та хӑнӑхрӑр. Паян шӑпах чӑн командӑна кӗске вӑхӑтра пухма, унта хутшӑнакансен тӗрлӗ вӑй-хӑватне пӗрлештерсе пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма вӗренсе ҫитрӗр. Сире ӳлӗмрен те ҫитӗнӳсем тума, палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме сунатӑп», – тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫавӑн пекех республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх управленийӗн органӗсенче тӑрӑшакансем ҫӗнтерӳҫӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗррине каланӑ.
Тӗслӗх вырӑнне Олег Николаев Раҫҫей Перекет банкӗн Process Mining технологине илсе кӑтартнӑ, вӑл банкра та Чӑваш Ен Правительствинче палӑрнӑ эффект хальлӗхе пулманнине асӑннӑ. Ҫамрӑксем кунашкал новацисене ӗҫе кӗртессине хӑвӑртлатма тата вӗсен кӑтартӑвне анлӑрах сарма пултарассине каланӑ вӑл.
«Эпир кашнинех пулӑшма тӑрӑшӑпӑр. Патшалӑх службине ырӑ сунса кӗтетпӗр», – тесе каланӑ пысӑк хисепе тивӗҫнисене чысланӑ май Чӑваш ЕН Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.