Аграри пайӗнчи ҫитӗнӳ – пирӗн пӗрлехи ӗҫ пулнине, стратегине пурнӑҫа кӗртессипе кӑтартуллӑ ӗҫленине палӑртать Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Раҫҫейри регионсем хушшинче аграрипе промышленноҫ тытӑмне аталантарса вӑй илтерессипе республика чи малта пыраканнисенчен пӗри пулса тӑрать, кӑтартӑва кунран-кун ҫирӗплетсе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет. Палӑртас пулсан, регионта пурӑнакансенчен 35 проценчӗ ял тӑрӑхӗнче пурӑнать. Ял хуҫалӑх пайне уйӑрнӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе те ҫӗршывра ыттисемпе танлаштарсан 7-мӗш вырӑнта тӑрать. Апла пулсан, ку енпе те кӑтарту лайӑх пулни пурсӑмӑра та малашне те курӑмлӑ ӗҫлеме хавхалантарать.
Ку статистика кӑтартӑвӗ анчах мар, регионта республика ертӳлӗхӗ тӗллевлӗ ӗҫленине, палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртнине ҫирӗплетет. Ял тӑрӑхӗнче ҫынсене пурӑнма, ӗҫлеме кирлӗ пек мӗнпур условисем пур. Кӑмӑл пулсан, ҫемье ҫавӑрса, ача-пӑча ҫитӗнтерме, хушма хуҫалӑхра паха тавар тирпейлесе пурӑнма та питӗ аван. Ял хуҫалӑх пайӗ ӳсӗмлӗ ӗҫлесе пурӑнма пулӑшакан тӗп тытӑм тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Ялсенче инфратытӑм лайӑх аталанса пырать. Культура ҫурчӗсем, вулавӑшсем, пӗр сӑмахпа каласан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑраҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Ку хутӗнче регион Пуҫлӑхне Олег Николаева 2030 ҫулччен агропромышленноҫ комплексне аталантарса вӑй илтермелли Стратегийӗпе паллаштарнӑ. Палӑртнӑ ӗҫ хучӗ ялта ӗҫлесе пурӑнакансене валли тата та хӑтлӑрах условисем туса пама витӗм кӳрет. Документра халӑх сӗнӗвне, паха специалистсен шухӑшне, пысӑк профессионалсен ӗҫӗсене пӗтӗмпех тарӑн тишкерӳ туса, кирлӗ пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Чӑваш Енре тирпейленсе тухакан таварсене хамӑр тӑрӑхра анчах мар ытти регионсене те ӑсатма майсем тӑвассине пӑхса хӑварнӑ. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, пысӑк технологисене тӗпе хурса, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе ӗҫлесе пыма палӑртнӑ.
Ял хуҫалӑх пайне патшалӑх енчен сахал мар тӗрев куҫать. Ҫӗр ӗҫченӗсене ҫулсерен патшалӑх енчен куҫакан пулӑшу виҫин кӑтартӑвӗ те ӳссе пыни ҫакнах ҫирӗплетет. Юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑри аграри пайне 35 млрд тенкӗ патшалӑх енчен тӗрев парса пулӑшнӑ. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектсемпе танлаштарсан, кӑтарту пысӑк пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Тӗслӗхрен калас пулсан, хӑмла, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫӗ, сӗт-ҫу, тыр-пул, аш-какай туса илессипе те ыттисемпе танлаштарсан лайӑх кӑтартусемпе палӑрни куҫ кӗретех.
Аграри пайӗнче тӑрӑшакансен кӑтартӑвӗсем пысӑк пулнине федераци шайӗнче те пӗрре мар палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн проекчӗсене, таварӗсене РФ премьер-министрне Михаил Мишустина, вице-премьера Дмитрий Патрушева кӑтартнӑ. Пирӗн тӑрӑхра калӑпланакан таварсене ҫӗршывра иртекен тӗрлӗ форумсемпе куравсенче те ыттисене кӑтартма хатӗрлесе тӑратнӑ.
Паянхи пурнӑҫра тӗп приоритетсенчен пӗри – ялта ӗҫлесе пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене тата лайӑхлатса пыма витӗм кӳресси. Пуҫаруллӑ проектсене пурӑҫа кӗртсе пыма, Комплекслӑ программӑри мероприятисене йӗркелеме юлашки пиллӗк ҫуллта 34 млрд тӑкакланӑ. Ялсенче инфратытӑм ҫӗнелсе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет пулӗ. Муниципалитетсенче ҫулсене тирпейлесе сарас ӗҫ те кулленех пулса пырать, Интернет ҫыхӑнӑвӗ пур, ҫуртсем хута каяҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ объектсем ҫӗкленсе пыраҫҫӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, ялта условисем чаплӑ, хуларинчен пӗрре те кая мар, ҫитӗнекен ӑрӑва пурнӑҫ тума тӗрлӗ майсем туса панӑ.
Пуҫаруллӑ проектсем халӑхӑн пулса тӑчӗҫ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса 5200 проект ытла пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫулсерен куҫакан укҫа-тенкӗ виҫи пиллӗк хут ытла ӳссе пырать.
Ку хутӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхне «АгроПродвижение» стратегипе паллаштарнӑ. Программӑра ултӑ тӗп ҫул-йӗрпе аталанса пыма мероприятисене пӑхса хӑварнӑ. Ялсенче выльӑх-чӗрлӗх аталантарассине, паха таварсем тирпейлессине, пысӑк технологисене тӗпе хурса ӗҫлесе пурӑнассине те шута илнӗ. Халӑха валли кирлӗ пек лайӑх майсем йӗркеленӗ. Цифра тытӑмӗ те приоритетлӑ шутланать, вӗсене тӗпе хурса ӗҫлессине те шута илнӗ.
Ҫӗр пахалӑхне лайӑххлатса пырасси тӗп условисенчен пӗр пулса тӑрать. Ялсенче ӗҫлеме кадрсене хатӗрлесси те актуаллӑ. Импорта улӑштарасси, таварсене ытти субъектсене тивӗҫтересси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.
2030 ҫлччен пурӗ инвестициллӗ 221 проект пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Харӑсах регион шайӗнче пиллӗк программа ӗҫлӗ.
Пуласлӑх валли ҫирӗп тӗллевсем лартнӑ. Стратегийӗнчи тепӗр пысӑк ӗҫ – аграри енпе вӗрентӗве аталантарасси, пулас ӑру валли паха специалистсене хатӗрлесси. Аслӑ шкулсенче аграри енпе ятарлӑ классем йӗркелеме палӑртнӑ. Экологи тӗлӗшӗнчен паха таварсем тирпейлесе пырасси те тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри пулса тӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ регионти шкулсемпе ача сачӗсене, сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче е тата ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенче пӗтӗмпех хамӑр тӑрӑхра тирпейленсе тухакан таварсем пулмаллине асӑннӑ. Кун пек чухне пахалӑх тени те малти вырӑна тухни куҫ кӗретех пулӗ тенӗ вӑл.
«Эпир ялта ӗҫлекенсене кулленех тӗрев пама тӗллев лартнӑ, вӗсем пуласлӑх ҫине пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Регион аталанӑвӗшӗн те ял пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Енчен те ҫынсем яла юлса, унтах ӗҫлесе пурӑнма кӑмӑл тӑваҫҫӗ пулсан, условисем лайӑх пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Халӑхӑн ӗҫ укҫи ӳссен, предприятисем ял тӑрӑхӗсенче кулленех хута кайсан, пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӑсем йӗркеленсе пырасси те часах. Ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерес тесен, таса сывлӑш, пахалӑх енчен паха таварсем витӗм кӳреҫҫӗ. Ун чухне сывлӑх та пурин те лайӑх пулать, ӗҫлеме те кӑмӑл уҫӑлать. Чӑваш Ен аталанасси – пурсӑмӑртан та килет. Пурин те яваплӑха туйса, таса чунпа тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑнмалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.