Чӑваш Ен уйӗсем вырмана хатӗррине, кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхинчен те пысӑк пуласса шанса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен уйӗсем  вырмана хатӗррине,  кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхинчен те пысӑк пуласса шанса каланӑ  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов эрнесерен ирттерекен планеркӑра  регионти уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынине сӳтсе явнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан  Инна Волкова тухӑҫа пухса кӗртме техника хатӗррине,  тырра пуҫтарса типӗтсе хумалли  кӗлетсем ҫителӗклӗ пулнине каланӑ.

Палӑртса хӑварар, иртнӗ шӑматкун, республика тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫитсе килнӗ, вырмана тухнӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене тав туса, ӑнӑҫлӑ тырра пухса кӗртме суннӑ. Сӑма май, хӑйӗн ТГ-каналӗнче вӑл кӑҫал уй-хирте тыр-пул кашласа ларнине, тухӑҫ пысӑк пулассине палӑртса каланӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, иртнӗ ҫулхинчен те кӑтартусем нумайрах пулма пултарассине асӑннӑ.   

Республикӑри аграрисем 75 тӗш тырӑ тасатакан тата 153 тӗш тырӑ типӗтекен комплекс  хатӗрлесе тӑратнӑ. Тыр-пула пухса кӗртес ӗҫре 700 ытла тӗш тырӑ выракан комбайн ӗҫлеттерме палӑртнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвне пула ял хуҫалӑх техникин паркӗ чылай ҫӗнелнӗ: 30% – 5 ҫула ҫитмен хальхи машинӑсем. 2025 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче 95 ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем 208 единица техника туяннӑ. Ҫакӑ пысӑк тухӑҫлӑхпа шанчӑклӑха тивӗҫтерет, ҫавӑн пекех тыр-пул ҫухатӑвӗсене те самаях чакарать.

«Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли тата тыр-пул пухса кӗртмелли ӗҫсене вӑхӑтра ирттерме, топливо, сӗрмелли материалсемпе саппас пайсем валли 1,2 млрд тенкӗ кирлӗ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем патне укҫа-тенкӗне вӑхӑтра ҫитеретпӗр. Эпир шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ туллин тивӗҫтерӗ, пур ӗҫе те чӑрмавсӑр ирттерме май парӗ» – тесе палӑртнӑ ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Инна Волкова.

Пӗтӗмӗшле илсен, аграрисене пулӑшма кӑҫал 5,3 миллиард тенкӗ ытла патшалӑх пулӑшӑвӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,3 миллиард тенкине ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме  уйӑрса хӑварнӑ. Паянхи кун тӗлне ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене 1,9 млрд тенкӗ куҫарса панӑ та ӗнтӗ, ку вӑл палӑртнӑ ҫулталӑк калӑпӑшӗн 48,2% танлашать. Ӳсен-тӑран ҫитӗнтерме, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме, хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене пулӑшма, специалистсене  шалу укҫи тӳлеме, АПК инфраструктурине вӑй илтерме тӑкаклӗҫ укҫана.  Ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш пайӗнче патшалӑх пулӑшӑвне ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем патне туллин ҫитерӗҫ.

 «Сезон ӗҫӗсем – аграри секторӗшӗн пӗлтерӗшлӗ, тӗп тапхӑр та, вӗсене ӑнӑҫлӑ ирттернинчен апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ килет. Кунта ӑнӑҫу пуласси пирӗн пӗрлехи ӗҫрен нумай килет: хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе аграри организацийӗсен специалисчӗсенчен  пӗр-пӗринпе килӗшсе тухӑҫлӑ ӗҫлесси ыйту та малти вырӑна тухса тӑрать.  Патшалӑх тӗревне вӑхӑтра куҫарса пани те паха. Пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пире тухӑҫа туллин  тата вӑхӑтра пухса илме витӗм кӳрӗ. Тӗллевсем пысӑк, вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн пурин те тӑрӑшса ӗҫлемелле, яваплӑха туймалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Инна Волкова.



15 июля 2025
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter