Патӑрьелте аш-какай тирпейлекен цех уҫӑлнӑ чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем тата вырӑнти паха таварсем пирки чарӑнса тӑнӑ

Патӑрьелте аш-какай тирпейлекен цех уҫӑлнӑ чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем тата вырӑнти паха таварсем пирки чарӑнса тӑнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Агро-Союз» СССППК ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулнӑ, унта вӑл  аш-какай тирпейлекен цеха уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Предприяти кунсерен 2 тонна таран  тавар тирпейлесе кӑларма пултарайрать.  Ҫӗнӗ цеха пула Патӑрьелте 14 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, ку ял аталанӑвӗшӗн, ӗҫченсен ҫемйисемшӗн пӗлтерӗшлӗ, тупӑш илме те аван.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне аш-какай тирпейлемелли производство пӳлӗмӗсемпе технологи линипе,  таварсене шӑнтмалли пӳлӗмпе паллаштарнӑ.

 «Туянакансем тутлӑ та пахалӑхлӑ таварсем илӗҫ. Ҫӗнӗ цех мӗнпур стандарта тивӗҫтерет. Чӑваш Республикин Правительстви кирлӗ пулӑшу панӑ. Ҫулсеренех ял хуҫалӑхне, инфратытӑма аталантарса вӑй илтерме  регион гранчӗсем уйӑраҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк агропредприятисене пӗтӗмӗшле производство хӑвачӗсем йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем кооперативра тӑрӑшакансен ырлӑхӗшӗн пӗтӗпех  пулса пыраҫҫӗ, ӗҫ кӑтартӑвне ӳстерме те витӗм кӳреҫҫӗ»,   тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑхпа лаша какайӗ ҫӗнӗ цеха ял хуҫалӑх кооперативӗсен 38 членӗнчен тӳрремӗнех пуҫтарӑнать.  Цехра таварсене туллин тирпейлесе пыраҫҫӗ.  Вӑрах вӑхӑт валли аш-какай шӑнтма условисем пур.  Кооперативӑн пӗтӗмӗшле ҫулталӑкри калӑпӑшӗ 2026 ҫулта аш-какайпа тата субпродуктсемпе – 110 тонна, ҫурма фабрикатсемпе хатӗр продукцие пурнӑҫлама – 9 тонна сутма палӑртнӑ.

Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 65 миллион тенкӗпе танлашать, вӗсенчен 26 миллионӗ хӑйӗн компанин укҫи-тенки, 39 миллионӗ ­ республика ял хуҫалӑхне аталанма пулӑшакан патшалӑх программи шайӗнче грантсем панӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ялсене аталанса вӑй илсе пыма  патшалӑх пулӑшни  кооператива ӑнӑҫлӑ аталанма тата хальхи технологисене пӑхӑнса ӗҫлесе пыма май панине асӑннӑ.

Ҫав кунах Олег Николаев Патӑрьел салинче «Батыр» суту-илӳ ҫуртӗнче апат-ҫимӗҫ лавккине уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Унӑн лаптӑкӗсенче тӗрлӗ лавккасем, аптека, турагентство, симӗс эко-зона, канмалли  пӳлӗм тата мобильлӗ телефонсем  валли фуд-корт  хатӗрлесе тӑратнӑ.

Вырӑнти ҫынсем  лавккасемпе паллашнӑ, Олег Николаев «Батыр» Суту-илӳ ҫуртне пӑхса ҫаврӑннӑ, унта тӑрӑшакансемпе курса калаҫнӑ.  Вырӑнти халӑх Чӑваш Ен Пуҫлӑхне регионӑн ялӗсене аталантарма тимлӗх уйӑрнӑшӑн  мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.



15 июля 2025
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter