Чӑваш Енре малта пыракан агротехнологисене тата ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑрасса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре малта пыракан агротехнологисене тата ял хуҫалӑх  таварӗсене тирпейлесе кӑларакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑрасса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗн наукӑпа тӗпчев институчӗн база территорийӗнче «Уй кунӗ» XIX курав-демонстраци старт илнӗ. Мероприятине ҫӗршыври 15 регионтан 69 организаци килсе ҫитнӗ. Куравра тӗрлӗ техника тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем чылай хатӗрлесе тӑратнӑ.

Мероприятине селекционерсем, отрасль эксперчӗсем, аграри предприятийӗсен специалисчӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсен представителӗсем тата регионти агропромышленность комплексне аталантарма витӗм кӳрекен хастар ҫамрӑк специалистсем пуҫтарӑннӑ.

Мероприятие пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Уй кунӗ» ял хуҫалӑх производствин сферинче паха опытсемпе паллашма май паракан мероприяти пулса тӑнине, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе ӗҫлеме ҫӗнӗ-ҫул йӗрсем уҫма май панине шанса каланӑ. Пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе усӑ курса, хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан таварсене тирпейлесе, халӑх патне илсе ҫитерме витӗм кӳнине те асӑннӑ вӑл.

«Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх эпир паян пурнӑҫа кӗрекен ҫӗнӗ технологисен витӗмлӗхне хаклама пуҫтарӑнтӑмӑр. Мӗнпур ыйтӑва тарӑн тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑнусем тума хуҫалӑх ертӳҫисемпе канашларӑмӑр. Пӗтӗмлетӳсем туса, ӳлӗмрен тата та епле пулӑшусемпе патшалӑх енчен тивӗҫтерме майсем пулассипе пулмасси пирки сӳтсе яврӑмӑр.  Пӗр сӑмахпа каласан, агропромышленность комплексӗнчи ӗҫсене паянхи пурнӑҫпа тӳр килтерсе йӗркелеме пухӑнтӑмӑр. Пирӗн вӗсене малашнехи ӗҫсен стратегийӗнче шута илмелле, пулӑшӑва мӗнле йӗркелемеллине, тухӑҫа мӗнле ӳстермеллине, хамӑр ҫӗрпе май килнӗ таран тухӑҫлӑ усӑ курмаллине палӑртмалла. Пӗлӳпе пуянланмалла, ҫӗнӗ меслетсене алла илмелле, ӗҫсене чи ҫӳллӗ шайра йӗркелемелле.  Аграри комплексне, ял хуҫалӑхне аталантарсан, ялсенче пурӑнакансене валли хӑтлӑ условисем йӗркеленеҫҫӗ, шалу укҫи вӗсен ӳсет, инфратытӑм ҫӗнелет. Чӑваш Енӗн – пулӑхлӑ ҫӗр пулни, пирӗн аграрисем – ҫӗршывра чи вӑйлисенчен пӗрисем пулнине ҫирӗплетет. Ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе те ыттисемшӗн пирӗн республика тӗслӗхре», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ресубликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата «Россельхозбанк» АО Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Ирина Письменская «Фермерсен шкулӗ» программӑпа вӗренсе тухнӑ 30 ҫынна дипломсем парса чысланӑ.

Асӑннӑ проект, агробизнес валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлеме пулӑшать. Унта пахча- ҫимӗҫ лартса ҫитӗнтерессипе, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетессипе паха специалистсем пулса тухаҫҫӗ. Вӗренсе тухакансем халӗ практикӑра пурнӑҫлама пултаракан бизнес-проектсене хӳтӗленӗ. Регион Пуҫлӑхӗ республикӑн ял хуҫалӑхне аталантармалли проектсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Шкулта тарӑн пӗлӳ илнӗ специалистсене пурнӑҫра унпа ӑнӑҫлӑ усӑ курма суннӑ.

Ҫавӑн пекех паян тин ҫеҫ фермер ӗҫне кӳлӗннӗ 20 хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене тата агропромышленность комплексӗн предпринимателӗсене «Агростартап» грант илме сертификатсем панӑ. Гранта валли федераци тата регион бюджечӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 99 млн тенкӗпе танлашнӑ.

2025 ҫултанпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе республика укҫи-тенки шучӗпе кашни грант виҫине 1 млн тенкӗ ӳстернӗ.

Куравра Раҫҫей промышленноҫӗн ял хуҫалӑх оборудованийӗн сферинчи тӗп ҫитӗнӗвӗсене кӑтартнӑ. Ҫӗршывӑн малта пыракан ҫирӗм сакӑр организацийӗ, ял хуҫалӑхӗ валли хатӗрленӗ паха техникӑсем тӑратнӑ, пӗтӗмпе 200 ытла единица техника кӑтартнӑ.

Куравра тӑпра тирпейлекен тата выльӑх апачӗ хатӗрлекен оборудованисем, сӑмахран, «Агро-Инвест» ЗАО, «Агро Технологи» ТМЯО тата «Русмашсервис» ТМЯО хӑйсен техникине кӑтартнӑ.

Паян ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствипе тата «Навигатор-Новое машиностроение» компанипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли документа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

«Ҫак тӗслӗхлӗ лаптӑксенче специалистсем малта пыракан агротехнологисемпе паллашаҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗнӗ культурӑсене курса, вӗсене лартса ҫитӗнтерме вӗренеҫҫӗ. Ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли хатӗрсен тухӑҫлӑхне хаклас енӗпе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Республикӑн кашни аграрийӗ ҫӗнӗ сортсемпе, тӗрӗслев кӑтартӑвӗсемпе тата ял хуҫалӑхне тытса пымалли хальхи методикӑсемпе паллашма май пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр», – тесе палӑртса каланӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Инна Волкова.



16 июля 2025
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter