Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх практикӑсене Чӑваш Енӗн управлени команди тӗпчеcе вӗренет
Регионсен пуҫлӑхӗсемпе вӗсен управлени командисем, ҫав шутра Чӑваш Республикин представителӗсем Мускавра, Перекет банкӗн корпораци университечӗн шайӗнче «Архитектура для человека» программӑпа вӗренеҫҫӗ. Ӑна хутшӑнакансем 170 ытла ҫын – вӗсен хушшинче Раҫҫейри 30 регион ертӳҫисем, вӗсен ҫумӗсем, архитекторсем тата пысӑк хуласен мэрӗсем.
Программӑна хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли тӗп принципсене алла илме, культура еткерлӗхне сыхласа хӑварассине тата инноваци технологийӗсене хула строительствине кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене кӗртнӗ. Унта хутшӑнакансем тӗнчери малта пыракан практикӑсемпе тата хула уҫлӑхӗсене проектламалли хальхи меслетсемпе паллашаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче ҫапларах палӑртса ҫырнӑ: «Ку питӗ кирлӗ пӗлӳ, унпа эпир практикӑра усӑ куратӑпах. Чӑваш Ен тата та лайӑхланса пытӑр тесе чи лайӑххисенчен вӗренсе вӗсене пурнӑҫа кӗртӗпӗ», – тенӗ.
Спикерсен йышӗнче – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко, Раҫҫей Правительствин Председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин, Мускав Мэрӗ Сергей Собянин тата Сбербанкӑн Правлени Председателӗ Герман Греф. Вӗсем паха идейӑсемпе, ӗҫсене епле йӗркелесе пымалли ҫирӗп йӗркесемпе паллаштараҫҫӗ, регионсенсенчи инфраструктурӑна тухӑҫлӑ аталантарма витӗм кӳреҫҫӗ.
Вӗрентӳ программинче уйрӑмах «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» наци проекчӗн мелӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курасси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Пысӑк проектсене хута ямалли механизмсене, ял-хуласене, тӗнчери транспорт ҫул-йӗрӗсене аталантарассине, инвестици процесӗсене хӑвӑртлатассине тата халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстерессине сӳтсе явасси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ.