Палӑртса хуничен ҫулталӑк маларах тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ «Ҫӗрпӳ – Антрак» ҫулӑн лаптӑкне уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Палӑртса хуничен ҫулталӑк маларах  тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ «Ҫӗрпӳ – Антрак» ҫулӑн лаптӑкне уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи автоҫулӑн тӗпрен юсанӑ лаптӑкӗне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, ҫула тухакансене официаллӑ майпа старт панӑ.  Ҫӗнӗрен юсаса сарнӑ ҫул 2,1 ҫухрӑма тӑсӑлса выртать. Ӗҫсене «Воддорстрой» компани муниципалитет контракчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Объекта графикпа пӑхса хӑварнӑ планран ҫулталӑк маларах хута янӑ.  

Юсаса ҫӗнетнӗ ҫул – Ҫӗрпӳ хулин райцентрне  туххӑмрах ҫывӑхри ял тӑрӑхӗсенчен транспортпа ҫынсене ҫитме  пулӑшать, «Звездный» ача-пӑча лагерне нимӗнле йывӑрлӑхсемсӗрех  ҫитме витӗм кӳрет.

 «Пулса иртекен улшӑнусем савӑнтараҫҫӗ, вӑй-хал парса эпир тӗрӗс ҫулпа пынине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку вӑл вырӑнти халӑхпа пӗрле  тӑрӑшса ӗҫленин кӑтартӑвӗ. Ҫынсен пуҫарӑвӗсене  пурнӑҫа кӗртессипе, хуласемпе ялсенче тирпейлӗх хуҫалантӑр тесе кулленех пӗрле вӑй урса ӗҫлетпӗр: «Ниме – халӑх бюджечӗ»  ӑнлав яланхи пекех малти вырӑна тухса тӑрать. Чӑваш Енре пурӑнакансем ялан пӗрне-пӗри пулӑшса пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑҫал та пирӗн Чӑваш Республикинче ҫакӑн пек пуҫаруллӑ 1555 проект – халӑх пурӑнакан кашни 1720 тӑрӑхра тенӗ пекех – пурнӑҫа кӗрет. Ҫакӑ пирӗн пӗрлехи ӗҫ. Пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлесе пурӑннине, халӑх сӗнӗвне пысӑк тимлӗх уйӑрнине ҫирӗплетет», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Палӑртса хӑварар, чи малтанах виҫӗ ҫулхи контрактпа килӗшӳллӗн юсава 2026 ҫулта ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме шутланӑ. Анчах подрядчик палӑртнӑ ӗҫсене  палӑртса хунинчен маларах ӗҫе кӳлӗннӗ, хӑйӗн укҫи-тенкипе объекта тума пуҫланӑ. Кӑтарту та ҫук мар, ҫул хатӗр, вырӑнти халӑх вӗсемпе мӑнаҫланть.

Ҫӗрпӳ округӗн администрацийӗн тытӑмӗнче тӑракан ҫула юсама Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр фондӗнчен тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн вырӑнти хыснинчен  пӗтӗмпе 90,9 млн тенкӗ тӑкакланӑ.

Старак тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тата ҫывӑхри ялсенчи ҫынсем пӗчӗк ялсене аталантарма кирлӗ ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн Олег Николаева тав сӑмахӗ каланӑ: «Эсир витӗм кӳнине кура пирӗн ялсем тахҫантанпах кӗтнӗ пахалӑхлӑ асфальтлӑ ҫулпа пуянланчӗҫ. Ку вӑл ялсен сӑн-сӑпатне лайӑхлатса пырас ӗҫе пысӑк тӳпе хывни шутланать. Халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑх кӳни паха, инфратытӑм ҫӗнелни ҫитӗнекен ӑрӑва ялта ӗҫлесе пурӑнма пулӑшать.  Пирӗн территорисен ырлӑхӗ, пур ҫыннӑн та ырлӑхӗ. Эсир тимлӗ пулни, ҫынсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳни пурсӑмӑра та малалла хастартарах пӗрле ӗҫлесе пурӑнма хавхалантарать», – тенӗ.

 



17 июля 2025
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter