Халӑхӑн финанс пӗлӗвне ӳстерсе пынӑ тапхӑрта Раҫҫей укҫи-тенкин сумне вӑйлатасси ҫине тимлӗх уйӑрни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Халӑхӑн финанс пӗлӗвне ӳстерсе пынӑ тапхӑрта Раҫҫей укҫи-тенкин сумне вӑйлатасси ҫине тимлӗх уйӑрни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫакӑн пек тезиса Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ВолгаФин» финанс ҫутӗҫӗн сферинчи регионти практикӑсен III Уҫӑ форумӗн пленарлӑ ларӑвне хутшӑннисене саламланӑ май  палӑртса каланӑ.

 «Паян финанс темисене сӳтсе явнӑ май, долларпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те чылай пӑхса тухрӑмӑр, кӑтартусене пӗтӗмлетрӗмӗр. Ман шутпа, ку тӗрӗсех те мар пулӗ. Пирӗн Раҫҫей  укҫи пирки ытларах калаҫмалла, ӑна анлӑрах сарасси ҫинчен канашламалла. Цифра  тытӑмне ытларах сарассишӗн ӗҫлемелле. Унпа ҫитес ҫул анлӑрах усӑ курма пуҫлӗҫ. Халӑха ҫӑмӑллӑхсемпе хӑрушсӑрлӑх ҫинчен  тӑтӑшах пӗлтерсе тӑмалла. Раҫҫейӗн укҫи-тенки, ҫӗршывӑмӑрӑн компанийӗсен хаклӑ хучӗсем, экономика аталанӑвӗ пирки пӗлтермелле. Ҫакӑ пирӗн финанс рынокӗсене аталантарма та, пурӑнакансен укҫи-тенкине ҫухатас хӑрушлӑха чакарма та пулӑшӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ  Пуҫлӑх.

Регион Пуҫлӑхӗ «Патшлӑх пулӑшӑвӗсем» порталӗ урлӑ граждансене  ытларах ӗҫсене йӗркелесе пымаллине  чӗнсе каланӑ, ҫнӗлӗхсем пирки тӑтӑшах пӗлтермеллие асӑннӑ.  «Хальхи вӑхӑтра финанс пӗлӗвӗпе ҫыхӑннӑ информацин тӗп ҫӑлкуҫӗсем финанс грамотин регионти центрӗсен сайчӗсем, Моифинансы. рф тата «Финанс культури» порталсем шутланаҫҫӗ.  Эпир «Патшалӑх пулӑшӑвӗсем» порталпа усӑ курса ӗҫлесен тата та анлӑрах халӑха финанс пӗлӗвӗпе паллаштарма пултарайратпӑр.   Сӑлтавӗ те паллӑ, паян вӑл ҫӗршывра пурӑнакансем час-часах усӑ куракан ресурс. Финанс енӗпе ятарлӑ пай шӑпах асӑннӑ платформа ҫинче йӗркелеме тӗллевлӗ тесе шутлатӑп. Ҫитменнине тата ун ҫинче интернет-ултавҫӑсенчен хӳтӗленессине тата укҫа-тенкӗ хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессине халалланӑ сервис ӗҫлет», – тесе пӗлтернӗ Олег Николаев.

Финанс культурине йӗркелес енӗпе Чӑваш Енре ирттерекен ӗҫ пирки каланӑ май Олег Николаев унчченхи ҫулсенче  ҫӗнӗлӗхсем пирки шкул ачисене, студентсемпе пенсионерсене ытларах пӗлтернине асӑннӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче пӗтӗмлетӳсем тунӑ хыҫҫӑн, паллӑ ыттисене те финанс пӗлӗвӗпе паллаштарни аван, ҫӗнӗлӗхсене пурин те ӑша хывмалла, тимлӗхе ҫухатма юрамасть.   Право хуралӗн тата ытти органсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине пула республикӑра информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса тунӑ преступленисен шучӗ 3% яхӑн чакни лайӑх ҫитӗнӳ. 

 «Эпир кӑҫал пуҫланӑ пысӑк ӗҫ кӗске вӑхӑтра тата та нумайрах ҫынна явӑҫтарма витӗм кӳрӗ.  Ҫитӗнӳсем пулассине те ӗненетӗп»,  – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Олег Николаев.

Пӗрремӗш вице-премьер – Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Михаил Ноздряков 2025 ҫулта республикӑра Раҫҫей Банкӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ тата «ЧЭАЗ» АО, «Химпром» ПАО, «ЭЛАРА» АО, Раҫҫей машиностроителӗсен союзӗн Чӑваш уйрӑмӗ тата республикӑри Суту-илӳпе промышленность палати хушшинче пӗрле  килӗшсе ӗҫлесси ҫинчен калакан виҫӗ енлӗ Килӗшӗве Чӑваш Республикин Финанс министерстви алӑ пуснине каланӑ. Ҫитес вӑхӑтра «Тракторсен звочӗ» Концернпа Килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетме палӑртнине пӗлтернӗ.

 «Финанс грамотине професси хутлӑхӗнче пропагандӑламалла тенипе килӗшетӗп. Финанс пӗлӗвне ӳстересси финанс рынокӗн аталанӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ – ҫынсем мӗн чухлӗ лайӑхрах  финанс пирки пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ тухӑҫлӑрах вӗсем хӑйсен укҫи-тенкипе хуҫаланма пултараҫҫӗ, ҫав шутра фонд рынокӗн хатӗрӗсемпе усӑ курма та»,  – тесе калаҫӑва малалла тӑснӑ Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков.

 Раҫҫей Федерацийӗн финанс Министрӗн ҫумӗ Павел Кадочников укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки, ҫӗнӗлӗхсемпе  халӑха кулленех пӗлтермеллине, пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине тӑтӑшах калать.   «Паян пур регион та финанс ҫутӗҫне хастар хутшӑнать, финанс грамотипе тата финанс культурине йӗркелессипе хӑйне евӗрлӗ проектсем пурнӑҫлать.  Пӗр-пӗрин паха опычӗпе  паллашни,  ҫак проектсене тата  кӑсӑклӑрах, илӗртӳллӗрех,  тухӑҫлӑрах тума витӗм кӳреҫҫӗ.  Кашни ҫынна укҫа-тенкӗ сферинчи хӑрушлӑхсенчен, укҫа-тенкӗ культуринчен сыхлӗ, вӑл пирӗн ҫӗршыва аталантарма та пулӑшӗ», – тет вӑл.

Пӗр енлӗ, анчах регионсен, предприятисемпе коллективсен уйрӑм уйрӑмлӑхӗсене шута илсе вӑй хунипе юхӑм пӗрлешӗвӗн пӗлтерӗшӗ пирки Раҫҫей Банкӗн укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗсен тивӗҫтерӗвне тивӗҫтерес тата потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба ертӳҫи Михаил Мамута  тӗплӗн паллаштарнӑ.  «Финанс грамотине ӳстермелли тата финанс культурине 2030 ҫулччен йӗркелемелли стратегин пӗлтерӗшлӗ  пайӗн тӗллевӗ – ӗҫлекен ҫитӗннӗ халӑха финанс енӗпе ҫутта кӑларассине тимлӗх уйӑрасси»,  – тенӗ спикер.

Финанс грамотипе ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫламалли ҫӗнӗ условисем ҫинчен финанс  енӗпе пӗлӗве аталантаракан Ассоциацин сӑнав канашӗн председателӗ Анатолий Гавриленко  каласа кӑтартнӑ.

Финанс ҫутӗҫӗн тытӑмне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе  тата паянхи пурнӑҫ ыйтакан ҫӗнӗ тӗллевсем пирки РФ Правительстви ҫумӗнчи институт директорӗ Михаил Петриченко, Раҫҫей Банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Лариса Павлова, финанс  пӗлӗвӗн аталанӑвӗн Ассоциацийӗн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Андрей Андрианов,  «НИФИ» ФГБУ Дирекцийӗн  регионти координаторӗ Анастасия Боброва, регионсен представителӗсем тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.



18 июля 2025
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter