Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире Чӑваш Ен территорийӗнче патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене туса хунӑ кунранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!
Ҫак юбилей уйрӑм пӗлтерӗшлӗ, вӗт шӑпах 105 ҫул каялла Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗ. Сирӗн умӗнхи ӗҫтешӗрсем республика йӗркеленсе тата ҫирӗпленсе пынӑ ҫулсенче хӑрушсӑрлӑхпа йӗркелӗхе тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Сирӗн служба юбилейне Аслӑ Çӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ тапхӑрта паллӑ тӑватпӑр. Ăна ҫывхартас ӗҫе патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсен ветеранӗсем пысӑкран та пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине палӑртакан паха тӗслӗх шутланать.
Эсир ҫав мухтавлӑ йӑла-йӗркене тивӗҫлӗн малалла тӑсатӑр, хальхи вӑхӑт ҫуратакан йывӑрлӑхсене чыслӑн ҫӗнтерсе пыратӑр, тӑшманла ҫӗршывсем кӑларса тӑратакан хӑрушлӑхсене шанчӑклӑн сирсе яратӑр, патшалӑх ертӳлӗхӗ лартнӑ тӗллевсене кал-кал тата тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр. Сирӗн служба паян та, пӗр ӗмӗр каяллахи пекех, регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.
Сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑр, паттӑрлӑхӑрпа хӑвӑра шеллеменни, Тӑван ҫӗршыв инте-ресӗсене кирек мӗнле лару-тӑрура та, пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх пуррине пӑхмасӑр хӳтӗлеме хатӗр пулни чӑннипех те хисеп туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ.
Раҫҫейри Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Республикинчи управлени-йӗн мӗн пур ӗҫченне тата ветеранне ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, Чӑваш Ен тата Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан яваплӑ та пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев