Пирӗн пӗрлехи тивӗҫ – чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен ҫапӑҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхӗн историне асра тытасси пулнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен Чӑваш Енри Куславкка округӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа истори клубӗсемпе шырав отрячӗсен фестивалӗ иртнӗ. «Патриот-2024» наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ фестиваль Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата Белоруссирен хутшӑнакансене пӗр чӑмӑра пухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна «Строителям безмолвных рубежей» мемориал ҫывӑхӗнче йӗркелесе ирттернӗ. Ку вырӑна ӑнсӑртран суйласа илмен: юнашарах вӑрҫӑ ҫулӗсенче йӗркеленнӗ Атӑлҫи оборона рубежӗн Сӑр лаптӑкӗ пур.
Фестивалӗн площадкисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, экспозицисемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашнӑ. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен ҫапӑҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхне сума суса вӑл Ӗмӗрлӗх вут ҫулӑмӗ умне чечексем хунӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пуҫ хунисене асӑнса пӗр минутлӑха шӑплӑха тытнӑ.
«Тӑваттӑмӗш хут эпир фестивале пуҫтарӑнатпӑр, вӑл пире пирӗн мӑн асаттесен аслӑ паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерет. Ҫулран-ҫул унӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе хӑватланса пырать. Паллӑ пулӑма шырав отрячӗсен хастарӗсем ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Чӑваш Ен Правительстви шыравҫӑсен пулӑшӑвне анлӑлатать: грантсем уйӑратпӑр, музейсем йӗркелетпӗр. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне упрани пархатарлӑ тесе шутлатӑп. Хаклӑ ачасем, ҫак пысӑк ӗҫе малалла та тӑсӑр! Сӑр хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен манӑҫми ӗҫ паттӑрлӑхне ялан асра тытмалла» – тесе чӗнсе каланӑ фестивале хутшӑнакансене тав тунӑ май Олег Николаев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республика шыравҫисен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин ятӗнчен уйрӑмлӑх паллисене парса чыс тунӑ: Кӳкеҫри шкул-интернатӑн преподавательне Валерий Галямина тата Алексей Енейкина, ГТРК «Чувашия» корреспондентне. Вӗсене ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав сӑмахӗсем каланӑ.
Пушкӑртстанран‚ Мордовирен‚ Тутарстанран‚ Киров‚ Чулхула‚ Свердловск‚ Ульяновск облаҫӗсенчен‚ Санкт-Петербург хулипе Витебск хулисенчен шырав отрячӗсемпе клубӗсене хутшӑнакансем Олег Николаева фестиваль хулин палаткисенче вырнаҫнӑ анлӑ экспозиципе паллаштарнӑ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ.
«Время СВОих» – СВО хутшӑнакансем патшалӑх управленийӗнче, ҫарпа патриот воспитанийӗнче ӗҫлеме пӗлӳ илме пултарччӑр тесе йӗркеленӗ питӗ кирлӗ программа. Пирӗн хушӑра манӑн пулӑшуҫӑ Руслан Валлиулин, халӗ ҫак программӑпа вӗренекен СВО ветеранӗ те пур.
Бизнеспа аппаланас текенсем валли ПСБ банкӗпе пӗрле «СВОи в бизнесесе» программа хута ятӑмӑр. СВО хутшӑнакансенчен пиллӗкӗшӗ «Фермерсен шкулӗсем» программӑна вӗренсе паха специалистсем пулса тӑнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ фермер ӗҫне йӗркелеме 5-шер млн тенкӗ «АГРОМотиватор» грант тивӗҫнӗ. Пирӗн мӗн пур программӑн тӗллевӗ – ачасене мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхтарасси, паттӑрсен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшасси», – палӑртрӗ регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев.