Чӑваш Енри пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн тытӑмӗ модернизациленесси пирки каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн тытӑмӗ модернизациленесси пирки каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей МЧСӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи территори органӗсен ертӳҫисен канашӗн Председателӗпе Шалти службӑн генерал-лейтенанчӗпе Валерий Синьковпа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Республикӑри чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрхаттармалли тата хӳтӗлемелли вӑйсен комплексне аталантарассине сӳтсе явнӑ ертӳҫӗсем, сӑмах май уҫӑ калаҫу вӑхӗтӗнче юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енре асӑннӑ сферӑри лару-тӑру самай лайӑхланнине палӑртнӑ.

 «Пирӗн халӑхӑн 100% хыпарлав системисемпе тивӗҫтерме май паракан ӗҫсен тӗп планӗ пур.  Кӑна эпир  2028 ҫул валли ӗҫ паланне тӗплӗн пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.  «Хӑрушсӑр хула» АПК системине аталантаратпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑна тухса тӑрать.  Пирӗн ӗҫ валли усӑ курма май паракан ытти компонентсене  вӑй илтерсе пыратпӑр»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Унчченхи икӗ ҫул хушшинче хӑрушсӑрлӑх хыпарлав тытӑмне модернизацилеме 300 млн ытла тенкӗ хывнӑ, халӑха пӗлтермелли муниципалитет тытӑмӗсен управленийӗн 283 чӑтӑмлӑ акустика хатӗрне тата 26 пультне вырнаҫтарнӑ. Мероприятисен планӗпе 2025 ҫулта 133 акустика хатӗрӗсене - 133  вырнаҫтарма тата информаци хӑрушсӑрлӑхӗн модельне ӗҫе кӗртме пӑхса хӑварнӑ.

 «Пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑна ҫулсене тӗрев паратпӑр. Планпа килӗшӳллӗн 2027 ҫулта эпир нормативсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинчи мӗнпур халӑх пурӑнакан вырӑна ятарлӑ тытӑмпа тивӗҫтерӗпӗр. Граждан оборонин объекчӗсем тӑрӑх планпа пӑхнӑ ӗҫ туса пыратпӑр. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсен йышӗ нумаях мар. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем хӑрушсӑрлӑх теми ҫине тимлӗрех уйӑрнине куратпӑр. Пирӗн тӗллев ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Пуҫлӑхӗ.

20202024 ҫулсенче вӑрман пушарӗсенче шар курнисен шучӗ 26% чакнӑ, пушар алхаснӑ тӗслӗхсен шучӗ вара 14,4% чухлӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан республикӑри шыв объекчӗсенчи пӑтӑрмахсен шучӗ икӗ хута яхӑн чакнӑ. Апла пулсан, профилактика ӗҫӗсене кулленех халӑх хушшинче йӗркелесе ирттерни куҫ кӗретех.  

 «5 ҫул хушшинче лару-тӑру тӗпрен ылмашӑнчӗ. Нумай чухне ку вӑл  регион ертӳлӗхӗ лайӑх ӗҫление ҫирӗплетет. МЧСӑн тӗп управленийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени те паллӑ.  Ҫавӑншӑн Сире пысӑк тав.   Эсир палӑртнӑ пысӑк плансем пурте туллин пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ»,   тесе  каланӑ Раҫҫей МЧСӗн ПФО-ри территори органӗсен ертӳҫисен канашӗн Председателӗ шалти службӑн генерал-лейтенанчӗ Валерий Синьков.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри МЧС службисен аталанӑвӗн уйрӑм кӑтартӑвӗсене те  сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, пилӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енри пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн пурлӑхпа техника базине лайӑхлатма 265 млн тенкӗ  тӑкакланине асӑннӑ. 2025 ҫулта кӑна пушар автоцистернисене тата пулӑшу техникине туянма 71 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

20202024 ҫулсенче 4 уйрӑм пост туса хунӑ, вӗсем халӑх пурӑнан 57 вырӑна тивӗҫтереҫҫӗ.

Вӑрман пушарӗсене асӑрхаттарма республика территорийӗнче вӑрманти 21 пушар станцийӗ ӗҫлет, вӗсене 155 единица пушар техникипе тата 887 единица пушара хирӗҫле оборудованипе тивӗҫтернӗ, ҫавӑн пекех 11 БПЛА. Вӑрман пушарӗсене вӑхӑтра тупса палӑртма видеомониторинг системипе ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.



22 июля 2025
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter