Шуршӑлти космонавтика музейӗн ҫӗнӗ пахалӑхӗ: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе пысӑк калӑпӑшлӑ реконструкци ӗҫӗ пуҫланнӑ

Шуршӑлти космонавтика музейӗн ҫӗнӗ пахалӑхӗ: Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе  пысӑк калӑпӑшлӑ реконструкци  ӗҫӗ пуҫланнӑ

Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Шуршӑл ялӗнче А. Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленсе тӑракан  Мемориал комплексне ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе ҫитсе килнӗ. Унти строительство ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ, объекта юсаса ҫӗнетес ӗҫ епле пынине тӗрӗсленӗ. Кута строительство ӗҫӗсем кӑҫал ҫуркунне пуҫланнӑ.  Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне юсаcа ҫӗнетме тытӑннӑ.

Реконструкци ирттересси пирки пуҫарӑва республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Владимир Путинпа нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ тӗлпулура сӳтсе явнӑ. Ун чухне ҫӗнӗ шухӑша ҫӗршыв Ертӳҫи ырланӑччӗ.

Реконструкци тӑвкас ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Федераци енчен куҫакан укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курса пыни те куҫ кӗретех.   Паянхи кун музейӑн кивӗ ҫуртне пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тума строительство ӗҫне пурнӑҫлама хатӗрлесе ҫитернӗ.  Никӗсӗн бетон плитине сарас ӗҫ хӗрӳ пырать. Стенасене хӑпартассипе тата ҫуртӑн ҫивӗттине тӑвассипе те курӑмлӑ ӗҫлесе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.   Строительсем ҫавӑн пекех площадка урлӑ иртекен унчченхи газ пӑрӑхӗсене куҫарса ҫӗннине вырнаҫтарнӑ.

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительство площадкинчи ӗҫсен производствипе паллашнӑ. Мемориал комплексӗн директорӗпе Александр Тукмаковпа тата  объекта пурнӑҫлакан подрядчикӑн ертӳлӗхӗпе ӗҫ планне тишкернӗ, ӗҫ хӑвӑртлӑхне чакармалла маррине, ҫӗнӗ ҫурт ҫитӗнекен ӑрушӑн итӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.    Ҫак  паянхи кунпа килӗшсе тӑракан объект Чӑваш Еншӗн анчах мар тата ытти регион ачисемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна космонавтика историйӗпе паллашас тесе Раҫҫейри 26 республикӑпа облаҫри 86 пин ача пулса курнӑ. Музей ӗҫӗпе тӗплӗн паллашнӑ.

Строительство ӗҫӗсене 2027 ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Реконструкци хыҫҫӑн Космонавтика музейӗ хӑйӗн хӑнисем умне ҫӗнӗ пахалӑхпа тухӗ.

4 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ наукӑпа вӗрентӳ комплексӗ  хута кайӗ. Пысӑк туристсен ушкӑнӗсене тата кафесене йышӑнмалли курав залӗсемсӗр пуҫне унта фильмсемпе шоусене кӑтартмалли хальхи планетари те  планпа килӗшӳллӗн пуласси паллӑ.   Роскосмоспа тата Раҫҫей Наукӑсен академийӗпе пӗрле ӗҫленӗ май шкул ачисем чӑн-чӑн мини-спутниксем пухӗҫ. Кирлӗ тӗрӗслевсем хыҫҫӑн, аппаратсем космоса наука тӗпчевӗсем ирттерме хута яма палӑртаҫҫӗ.

Проектӑн пӗтӗмӗшле  хакӗ миллиард тенкӗрен те иртет.

 «Ятарласа космонавтика музейӗн ҫӗнӗ ҫуртне тума пуҫланине чыс туса курма килтӗм. Ҫап-ҫамрӑк космонавт чухнех йӗркеленнӗ пирӗн легендарлӑ ентеш Андриян Николаев пуҫарӑвӗ пурсӑмӑршӑн та пӗлтерӗшлӗ. Реконструкци хыҫҫӑн ку ахаль музей кӑна мар, регионсем хушшинчи вӗрентӳ центрӗ пулӗ, вӑл ачасене космонавтика историйӗпе паллашма кӑна мар, вӗренме те май парӗ»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Сӑмах май, ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейӗн культура министрӗпе Ольга Любимовӑпа космонавтика музейӗсен пӗрлӗхне йӗркелес шухӑша сӳтсе явнине  асӑнса хӑварнӑ.  «Ҫакӑн пек туни тӗрӗс тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ӗҫтешсен опытне  анлӑрах сарма кӑна мар, ҫӗнӗ вӗрентекенсене те явӑҫтарма май парӗ»,  тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май регион Пуҫлӑхӗ.

 Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова Мемориал комплексӗн территорийӗнче  строительство ӗҫӗсем хастар пыраҫҫӗ пулин те, унчченхи пекех хӑнасене вӗсем хапӑл тусах йышӑннине пӗлтернӗ. Апла пулсан, нимӗнле чӑрмавсемсӗрех ачасем кунта килсе хӑйсене кӑмӑла каякан объектсемпе паллашма пултарайраҫҫӗ-ха.

 «Мӗнпур экспозицие вӑхӑтлӑха Чӑвашпотребсоюз кӳршӗллӗ ҫуртне куҫарнӑ, унта вӗсемпе кунсерен кӑмӑл тӑвакансем пурте  ирпе 9 сехетрен пуҫласа 18:00 сехетчен паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне курма килекенсем валли унчченхи пекех Андриян Николаев ячӗллӗ сад-парк ӗҫлет.  Совет Союзӗн Геройӗ ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ  ентешӗмӗрпе тулли паллашма мӗнпур условисем ҫителӗклӗ таран хатӗрлесе тӑратнӑ.  Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳнипе объекта вӑхӑтра ҫӗнетме пуҫланӑ, строительсем хастар ӗҫлеҫҫӗ»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ культура министрӗ  Светлана Каликова.

Шуршӑлти Мемориал комплексӗнчи ҫӗнӗ Космонавтика музейне федерацин Атӑлҫи округӗнчи тата Раҫҫейри туризм маршручӗсене кӗртме палӑртнӑ.

 



23 июля 2025
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter