СВО кашни ветеранӗ патне тимлӗх уйӑрмаллине, патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтермеллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

СВО кашни ветеранӗ патне тимлӗх уйӑрмаллине, патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтермеллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе унта хутшӑннӑ паттӑрсен  професси пӗлӗвне ӳстерсе  анлӑлатса пырас тӗллевпе, «Время СВОих» кадрсен проектне  пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, ӗнер Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Руслан Валиуллин подполковникпа тӗлпулу ирттернӗ. Ҫак тӗлпулу – стажировкӑсен программин пӗр пайӗ пулса тӑрать. Проекта хутшӑнакансем пурте программӑпа килӗшӳллӗн ятарлӑ пӗлӗве пухаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствинче «День наставника» ятпа паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. «Время СВОих» проекта хутшӑнса мала тухнисемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ,  ҫар ҫыннисене – влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, РФ Федераци Пухӑвӗн республикӑри представителӗсемпе, регионти тата муниципалитет депутачӗсемпе, аслӑ шкулсен ректорӗсемпе, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакансемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки каклаҫса килӗшнӗ, кашнинпе ятарлӑ тӗлпулусем ирттернӗ. Ун чухне  Олег Николаев Руслан Валиуллина хӑйӗн пулӑшуҫине лартма йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.  Вӑл паян кулленхи ӗҫе пурнӑҫласа пынӑ май, хӑйӗн тавра-курӑмлӑхне, вӗренӗвне пуянлатса пырать.  

«Ӗҫ мӗнле пынине, хӑвӑра  епле туйни пирки ыйтса пӗлес тетӗп. Асӑннӑ тапхӑрта хӑвӑра валли кирлӗ пек тӗллевсене те палӑртса хутӑр пулӗ.   Эсир пысӑк  специалист пулӑр тесе эпир хамӑр енчен май пур таран  кирлӗ пек условисем туса пама тӑрӑшӑпӑр.  Паянхи пурнӑҫ таппинче тӗл пулакан ыйтусене уҫӑмлатма, вӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ пек йышӑнусене те туса хӑварма ӑнланса пыратӑр пулӗ тесе шутлатӑп», – палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Руслан Валиуллин администрацин должноҫри ҫыннисемпе, влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен представителӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫланине хыпарланӑ регион Пуҫлӑхне. СВО хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене татса парассипе те тимлӗ ӗҫлеме тытӑннине пӗлтернӗ вӑл.  Ҫар ҫыннисен ҫемйисене, енчен те вӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ пулсан, вӗсен ыйтӑвӗсене татса пама тӑрӑшнине, ятарлӑ специалистсемпе май пур таран уҫӑмлатса пынине асӑннӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗр ҫынна та тимлӗхсӗр хӑвармӑпӑр тенӗ вӑл.

 «Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене татса парас тесе пӗтӗм вӑя хуратӑп, пур майсене те туса паратӑп. Эсир мана пулнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Шанӑҫран тухмӑп, хам ҫине илнӗ ӗҫсене яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса пурнӑҫлама шантаратӑп.  Хамӑн ӗҫ опытне ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма хатӗр»,  – тесе каланӑ Руслан Валиуллин.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ мӗнпур пухӑнакан ыйтӑва тарӑн тишкерӳ туса пӗтӗмлетӳ тума ыйтнӑ.  «Сирӗн паха опыт ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх»,  – тенӗ сӑмаха ҫавӑрнӑ май  Олег Николаев.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Владимир Степанов, «ПӖРЛЕ» ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталия Колыванова СВО хутшӑнакансене тӗллевлӗ пулӑшусем памаллине сӳтсе явнӑ,  ҫӗнӗ пулӑшу мерисем пирки чарӑнса тӑнӑ, кирек-епле ыйтӑва та тӗплӗн пӑхса тухса, туххӑмрах хурав пама тӑрӑшмаллине каланӑ. Паттӑрсен ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн паха тӗслӗх пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе хӑварнӑ.



24 июля 2025
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter