Чӑваш Ен Гостехнадзорӗн аталанӑвӗн стратегийӗнче хӑрушсӑр пуласлӑха тӗпе хунине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Гостехнадзорӗн аталанӑвӗн стратегийӗнче хӑрушсӑр пуласлӑха тӗпе хунине палӑртнӑ  регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗн президиумӗн анлӑ ларӑвӗнче республика Пуҫлӑхне Олег Николаева Гостехнадзорӑн 2030 ҫулчченхи тапхӑрти аталанӑвӗн стратегийӗпе паллаштарнӑ.

Хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата Чӑваш Республикин ытти йышши техникӑн тӑрӑмне пӑхса тӑракан патшалӑх инспекцийӗн  ертӳҫи Владимир Димитриев  ӗҫ докуменчӗ пирки тарӑн тишкерӳ туса тӗплӗн ӑнлантарса панӑ ларӑва пухӑннисене. Кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри ҫав-ҫавах хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑна тухса тӑнине каланӑ.  Граждансемпе ӗҫлес пахалӑха тата пулӑшу ӗҫӗсен цифровизацийӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнине асӑннӑ.

 «Гостехнадзорӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн стратегийӗ вӑл  хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техника хуҫисем валли хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ хутлӑх туса хумалли уҫӑмлӑ план.  Паянхи куна илес пулсан та ятарлӑ кӑтартусем ҫук мар: пулӑшу ӗҫӗсен срокӗсене чакарнӑ тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли дистанциллӗ формата ӗҫе кӗртнӗ. Ҫитес ҫулсенче модернизацие малалла тӑсӑпӑр, хут докуменчӗсене пӑрахӑҫлатпӑр. 2030 ҫул тӗлне Чӑваш Ен Гостехнадзорӗ  тухӑҫлӑ тата  пысӑк технологи витӗмлӗхне тӗпе хурса ӗҫлесе пырассине те шансах тӑратӑп»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Владимир Димитриев.

Стратегие чи лайӑх практикӑсене шута илсе хатӗрленӗ тата техникӑпа надзор органӗн хуҫисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли меллӗ хутлӑх туса хума  хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫланӑ май Гостехнадзор пулӑшӑвне илме граждансен парӑнакан докуменчӗсен тата харпӑр хӑй визичӗсен шутне  пӗчӗклетсе пыма палӑртнӑ.  Техосмотр иртмелли   тата  ирӗк паракан документсене вара электронлӑ майпа  тивӗҫме те условисем пур.  Техника тӗрӗслевӗ иртмелли вариантсенчен пӗри дистанци формачӗ пулӗ.

Стратегире «Перекетлӗ управлени» технологисене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Асӑннӑ ҫул-йӗрпе Чӑваш Ен Гостехнадзорӗ 11 проект хатӗрленӗ, вӗсенчен 10-шӗ пурнӑҫланать те ӗнтӗ. 2030 ҫул тӗлне ведомство пулӑшу ӗҫӗсен срокӗсене 10-ран пуҫласа 3 ӗҫ кунӗ таран чакарма тӗллев лартать.

Ҫакна та палӑртмалла: хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен техосмотрне ирттерес енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине оптимизацилессипе курӑмлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн регионти Гостехнадзор Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин кӗмӗл медальне тивӗҫнӗ.

Владимир Дмитриев  Стратегире сӗннӗ мерӑсен комплексне пурнӑҫлани Чӑваш Ен Гостехнадзорне тата та тухӑҫлӑрах ӗҫлесе пыма витӗм кӳрӗ, ҫӗнӗ шая тухса ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑма май парӗ тенӗ.

 «Техника хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнни, тӗрӗслевсене кулленех йӗркелесе пыни республикӑра пурӑнакансемшӗн анчах мар, пирӗн тӑрӑха килекен хӑнасемшӗн те пӗлтерӗшлӗ.    Пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке хуҫалансан аван. Ял хуҫалӑх техникисем ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла.  Процессене тӗрӗс йӗркелени, малта пыракан технологисен базинче хальхи тата меллӗ сервиссене ӗҫе кӗртни  мӗнпур ыйтӑва туххӑмрах татса пама  пулӑшать»,   тесе  палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи Стратегие лайӑх детализациленине тата ведомство команди пӗр-пӗринпе  лайӑх ӑнланса ӗҫленине  палӑртнӑ.



25 июля 2025
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter