Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен ӗçченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ следстви органӗсен ӗçченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!
Эсир хӑвӑра валли çамӑл мар, анчах та питӗ кирлӗ мисси – саккуна тата çынна хирӗçле тӑвакан преступленисене, право çӳлте тӑрассине тивӗçтерсе тата граждансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса, хирӗç тӑрассине – суйланӑ.
Следствин тӗп вӑйӗ шӑпах та – эсир, чи çӳллӗ класлӑ профессионалсем. Ҫивӗч ӑс, пысӑк пӗлӳ, логика, ӗнентерӳ факчӗсене тӗплӗн пуçтарасси, çавӑн пекех ӗçре тӗрлӗ пулӑма тӗпченӗ май вӗсем çине психологи енчен пӑхассипе усӑ курни, çынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлни чи кӑткӑс преступленисене уçма пулӑшать.
Сирӗн çинче – пысӑк яваплӑх. Эсир тӑвакан йышӑнусем нумай çын шӑпине витӗм кӳреççӗ. Эсир çирӗплетекен пӗтӗмлетӳсем обществӑра право йӗркине тата лӑпкӑлӑха тытса пырассине гарантилеççӗ.
Следстви органӗсен ветеранӗсене чун-чӗререн тав тӑватӑп, вӗсен опычӗ, ӑс-хакӑлӗ тата профессие чунтан парӑнни следстви ӗçӗн ӑстисен çамрӑк ӑрӑвӗ умӗнчи ыйтусене татса памалли никӗс шутӗнче.
Следстви органӗсен ӗçченӗсене çирӗп сывлӑх, ӗçре ӑнӑçу тата пӗтӗм ыррине сунатӑп. Ӗçтешсем тата çывӑх çынсем яланах пулӑшса пыччӑр. Кашни ӗç кунӗ хӑвӑрӑн тивӗçе пурнӑçланине туйнипе, çитӗнӳсене çирӗп шаннипе вӗçлентӗр.
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев