Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Суту-илӳ ӗçченӗсен кунӗпе саламлани
Чӑваш Республикинчи суту-илӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗсем!
Сире професси уявӗпе — Суту-илӳ ӗçченӗсен кунӗпе — пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Сирӗн отрасль республикӑн экономикинче пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш вырӑнта. Вӑл регионра туса кӑларакан продуктсен 12 процентне хатӗрлет, бюджета та налукӑн çавӑн чухлӗ калӑпӑшӗпе тивӗçтерет, пӗчӗк бизнесшӑн аталанмалли никӗс пулса тӑрать. 7 пине яхӑн лавкка, 1 пин ытла кафепе ресторан 68 пин çынна ӗçлеме, ытлӑ-çитлӗ пурӑнма май параççӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансен кулленхи тата ытти ыйтӑвӗсене туллин тивӗçтереççӗ.
Хальхи вӑхӑтри суту-илӳ çӗнӗлӗхсене ӗçе кӗртессипе яланах малта. Юлашки çулта кӑна онлайн мелӗпе туянакан япаласене илмелли точкӑсен шучӗ икӗ хут ӳсрӗ. Саккассене туянакан патне çитермелли çӗнӗлле йӗркелекен сервиссем, бонус программисен тӗрлӗлӗхӗ, маркетинг йышӑнӑвӗсен креативлӑхӗ — ӗçе тухӑçлӑрах йӗркелеме тӑрӑшнине кӑтартакан енсем. Ҫапла майпа ӗçлесе кӑна паянхи кун тавар туянакана илентерме пулать.
Лавккасен витринисем, продукцин шалти тата тулаш пасар валли уйӑрнӑ ассортименчӗ пӗтӗмӗшле илсен республикӑшӑн визит карточки пулса тӑрать. Таварсен тӗп пайне хамӑрӑн, Чӑваш Енре хатӗрлесе кӑларнӑ япаласем йышӑнаççӗ. Çакна тӗпе хурса ӗçленӗ май эсир республикӑн интересӗсене мала ямашкӑн, пирӗн производительсене тӗрев памашкӑн пулӑшатӑр.
Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ суту-илӗве аталантарас ӗçре пулӑшса пырать. Ҫак кунсенче эпир Раççейри пӗрремӗш агромаркета, «Пехет» ятлӑскерне, уçрӑмар. Ярмӑрккӑсем иртекен лапамсен йышне ӳстеретпӗр, хальлӗхе ун пекки 147-е çитнӗ. Хамӑрӑн суту-илӳ компанийӗсемшӗн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ миссие пурнӑçлама, çав мисси — Чӑваш Енре пурӑнакансем валли пурне те кирлӗ таварсен хакӗсене пуриншӗн те юрӑхлӑ шайра тытса тӑрасси, майсем пулччӑр тесе те тӑрӑшатпӑр.
Суту-илӳ хисеплӗ ӗçченӗсем! Ӗçри кашни кун сире валли савӑнӑç илсе килтӗр, кӑтартусемпе кӑмӑллӑ пулма, тӑван тӑрӑхӑн аталанӑвне тӳпе хывнипе мӑнаçланма хавхалантартӑр.
Сире çирӗп сывлӑх, çемьере килӗшӳ, професси çулӗ çинче ӑнӑçу сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев