Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нумай функциллӗ центрсене хута янӑранпа 15 çул çитнӗ ятпа саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нумай функциллӗ центрсене хута янӑранпа 15 çул çитнӗ ятпа саламлани

Патшалӑх пулӑшӑвӗ тата муниципаллӑ пулӑшу паракан нумай функциллӗ центрӗсен хисеплӗ ӗçченӗсем!

Сире нумай функциллӗ центрсене хута янӑранпа 15 çул çитнӗ ятпа саламлатӑп!

Ҫӗршывӑмӑрта пурӑнакан кашни çынна патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗçтерес тӗлӗшпе уçӑ тата пуриншӗн те меллӗ тытӑм йӗркелес ӗçре ку – пӗлтерӗшлӗ кун, улшӑнавӑн ырӑ пуçламӑшӗ.

Палӑртнӑ тапхӑрта пысӑк ӗç пурнӑçланӑ. Чӑваш Енре НФЦӑн 31 уйрӑмне туса хунӑ. Вӗсенче – 288 чӳрече, пурӗ 200 ытла енпе пулӑшу параççӗ. Нумай функциллӗ центрсем документсем йышӑнмалли тата хатӗрлесе памалли «чӳречесем» кӑна мар, вӗсем патшалӑхпа унӑн гражданӗсене çыхӑнтаракан сыпӑк шутӗнче.

НФЦ ӗçченӗсене хӑйсен ӗçӗнчи профессионалсем тесе çирӗплетсех калама пулать. Чӑтӑмлӑх çитерсе эсир çынсене пурнӑçри тӗрлӗ-тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшатӑр: ача çуралнипе пенси шутласа йӗркелессинчен тытӑнса бизнеса регистрацилесси, куçман пурлӑхпа çыхӑннӑ сделкӑсем таран. Сирӗн ӗçе пула çавӑн йышши пулӑшӑва тивӗçме майсем çӑмӑлланаççӗ, ӗç-пуç хӑвӑртрах пулса пырать. Патшалӑхпа та çыхӑну ансатрах.

НФЦ йӗркелесе ярас ӗç пуçламӑшӗнче тӑнӑ çынсенчен кашнине тав çамахӗ калатӑп. Вун-вун учреждение, ведомствӑна пӗрле çыхӑнтарса ӗçлеттерме тытӑнмашкӑн çӑмӑлах пулман. Ҫине тӑни тата сирӗн опыт халӑха пулӑшассин шанчӑклӑ тытӑмне йӗркелеме май панӑ. Ҫакнашкал курӑмлӑ тӳпе хывнине республика тата çӗршыв ертӳлӗхӗ пӗрре мар ырласа палӑртнӑ.

Сире ӗçе парӑннӑшӑн, ыр кӑмӑллӑхшӑн, тӳсӗмлӗхшӗн, профессири ӑсталӑхшӑн чунтан тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, пурнӑçра ыррине, Чӑваш Енре тата Раççейре пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан çамӑл мар ӗçре çитӗнӳсем сунатӑп!


Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                                        Олег Николаев



27 июля 2025
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter