Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Тинӗс-çар Флочӗн кунӗпе саламлани
Хаклӑ флот ветеранӗсем, моряксем, Чӑваш Енре пурӑнакансем!
Сире Раççей Тинӗс-çар Флочӗн кунӗпе чӗререн саламлатӑп!
Пирӗн флот вӑл – çӗршыв мӑнаçӗ, унӑн çапӑçу хӑвачӗн, çар мухтавӗн, чаплӑ çӗнтерӗвӗсен символӗ. Матроссемпе офицерсен паттӑрла ӗçӗсем историе ӗмӗрлӗх çырӑнса юлнӑ. Вӗсем пурте паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа, мирлӗ пурнӑçшӑн тата хамӑрӑн патшалӑхӑн ырлӑхӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр кӗрешме хатӗррипе палӑрса тӑнӑ.
Паянхи кун Раççей морякӗсем тахçантанпа пыракан ырӑ йӑласене малалла тӑсаççӗ. Професси пысӑк ӑсталӑхне, пӗр-пӗрне пулӑшнине кура флот подразделенийӗсем Тӑван çӗршывӑн чиккисене шанчӑклӑн сыхлаççӗ, «вӗри» точкӑсенче çар задачисем тӗлӗшпе тӗрӗс йышӑнусем тӑваççӗ.
Чӑваш Ен Раçсейӗн шӑп варринче вырнаçнӑ пулин те флотпа тачӑ çыхӑннӑ. Пирӗн ентешсем ятарлӑ çар операцине хутшӑнакан чаçсенче шефа илнӗ, тӑван республика тата кунти хуласен ячӗллӗ карапсем – «Чӑваш Ен» ракетӑллӑ катер, «Ҫӗнӗ Шупашкар» тата «Етӗрне» тральщиксем –çинче хӗсметре тӑраççӗ. Республика вӗсемшӗн яланах çирӗп тыл пулӗ, хӑйсене тата вӗсен çемйисене пулӑшупа тивӗçтерӗ.
Тинӗсе анлӑшне парӑнтарас туртӑма çитӗнекен ӑрӑвӑн чунӗнче ачаранах аталантарма тӑрӑшатпӑр. Республикӑра пурӑнакан 300 ача кӑçал тинӗсри виçӗ енлӗ кӗрешӗвӗн парнисене çӗнсе илессишӗн ӑмӑртрӗ. Çамрӑк армеецсем «Юнфлот» вӑйӑра шлюпкӑсен походне тата ытти тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме пултараççӗ. Кун пек проектсем малашлӑхне Тинӗс-çар флочӗпе çыхӑнтарма пултаракан чӑн-чӑн патриотсене çитӗнтерме пулӑшаççӗ.
Ветерансем уйрӑм тав сӑмахне тивӗç. Сирӗн опыт, ӑс-хакӑлӑр, пурнӑçри хастарлӑхӑр çитӗнекен ӑрӑва тивӗçлӗн ӳстерме витӗм кӳреççӗ. Ҫамрӑксене Тӑван çӗршыва тата тинӗс ӗçне юратма халалланипе пӗрлех хӑвӑр та стройрах пулса юлнӑшӑн тавах сире.
Уяв кунӗ ячӗпе çирӗп сывлӑх, ырлӑх, янкӑр тӑрӑ тӳпе сунатӑп. Флотпа çыхӑннӑ кашни çыннӑн хӗсмечӗ – тивӗçлӗ шайра, вӗрекен çил – майлӑ, тинӗс лӑпкӑ пултӑр.
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев