Чӑваш Енре пурӑнакансене диспансеризаци кӑларас ӗҫе тата та лайӑхлатса пырассине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре  пурӑнакансене диспансеризаци кӑларас ӗҫе тата та лайӑхлатса пырассине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

2025 ҫулта пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхра халӑх епле диспансеризаци тухни ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева Правительство ҫуртӗнче иртнӗ эрнесерен ирттерекен канашлура республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова  каласа кӑтартнӑ,  пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарнӑ.

Кӑҫал ҫур ҫулта пӗтӗмпе профилактика медицина тӗрӗслевӗсем 322 пине яхӑн ҫын – пӗлтӗрхинчен 15 пин ытларах – иртнӗ. Репродуктивлӑ сывлӑха хаклама 2024 ҫултанпа репродуктивлӑ ӳсӗмри арҫынсемпе хӗрарӑмсене диспансеризаци ирттереҫҫӗ. 6 уйӑхра ӑна 61 пин ытла ҫын тӗрӗслев витӗр тухнӑ.

 «Пур кӑтартусем те лайӑх, анчах ӗҫлемелли те  ҫук мар. Ҫынсен туххӑмрах больницӑсене, специалистсем патне ҫитмелле. Сывӑ пулсан аван. Енчен те вӑраха кайса чирлекенсем пур пулсан, вӗсене учета илсе вӑхӑтра сиплемелле.   Сӑмахран, эпир сирӗнпе пӗр вӑхӑтрах диспансеризаци ирттерсе ГТО программине хутшӑнатпӑр пулсан, налук вычечӗсем илме право илетпӗр – ҫакӑ кашни ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ. Профилактика, диспансеризаци программисене тимлесе эпир хамӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшнине тӗпе хунӑ пурнӑҫ модельне йӗркелетпӗр», – палӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Диспансеризаци – сывлӑха упрамалли чи пӗлтерӗшлӗ механизмсенчен пӗри. Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш диспансеризаци 40% вӑраха кайнӑ инфекци чирӗсем аталанас хӑрушлӑх пур факторсене тӳрлетме мерӑсем йышӑнма пулӑшнӑ.

Пурӗ вара, министр палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче ӗҫлекен халӑха диспансеризаци кӑларнӑ май, пӗрремӗш хут вӑраха кайнӑ чирсен 21 пин ытла тӗслӗхне палӑртма май килнӗ. Ҫитменнине, вӗсенчен ҫуррине малтанхи стадисенче диагностика тунӑ. Чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗн, сахӑр диабечӗн чирӗсем чи анлӑ сарӑлнӑ. Вӑраха кайнӑ инфекциллӗ мар чирсем аталанас хӑрушлӑха ӳстерме пулӑшакан тӗп фактор – сиенлӗ йӑласем (тӗрӗс мар апатланни, пирус туртни, эрех-сӑрапа иртӗхни тата  спортпа туслӑ пулманни) пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Сывлӑх патне утӑм» проект граждансен малтанхи стадисенче чирсене тупса палӑртас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл медицина пулӑшӑвӗпе анлӑрах усӑ курма витӗм кӳрет. Проект шайӗнче кашни ҫын хӑйӗн ҫурчӗпе юнашарах медицина пункчӗсенче тӗрлӗ медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарайрать.   Паха консультацийӗсене илме май пур. Проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа 214 тухса ҫӳрекен медицина йышӑнӑвӗ ирттернӗ, унта 27 пин ытла ҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ.

Граждансене медицина тишкерӗвӗ тума пулӑшакан мерӑсен комплексӗ паян онкологи чирӗсене малтанхи стадисенче тухӑҫлӑ палӑртма май парать, ҫакӑ туллин сипленме те пулӑшать. Тӗслӗхрен, 2025 ҫулхи малтанхи ултӑ уйӑхӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх,  шыҫӑ чирӗсен 60% ытла 1-мӗш тата 2-мӗш стадийӗсенче пулнине тупса палӑртнӑ.

 «Паян республикӑра аслисем валли Сывлӑх центрӗсене ҫӗнетес ӗҫ хастар пулса  пырать, маршрутизаци лайӑхланать тата шалти процессене стандартизацилес ӗҫ пурнӑҫланать.  Центрсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымалли тата тӗрӗс апатланмалли  плансем туса хатӗрлеҫҫӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Лариса Тарасова.

 Ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн сывлӑхне уйрӑмах тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Республикӑра медицина бригадисем предприятисене ҫитсе килеҫҫӗ, вырӑнти ӗҫсене чарса лартмасӑрах профилактика туса ирттереҫҫӗ. 2025 ҫулта медӗҫченсем 567  хутчен ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ, 24 000 ытла ҫынна  медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ.



28 июля 2025
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter