Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗпе  саламлани

Чӑваш Ен суйлав комиссийӗсен хисеплӗ ӗçченӗсем!

Сире професси уявӗпе – Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлатӑп!

Ҫак куна ахальтен палӑртман: шӑпах 1995 çулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн пирвайхи ларӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑнтанпа пирӗн çӗршывра тата республикӑра хӑйсен тата патшалӑхӑн пурнӑçне лайӑхлатассишӗн тӑрӑшакан граждансем хутшӑннипе курӑмлӑ улшӑну нумай пулса иртнӗ.

Эсир вӑй хунипе Чӑваш Енре пурӑнакан кашни çын хӑйӗншӗн пӗлтерӗшлӗ граждансен Конституци правипе усӑ курма – суйлава хутшӑнма тата хӑй суйланма – пултарать.

Сирӗн ӗçри тӗрӗслӗхӗр тата ыйтусем сиксе тухассине малтан курса тӑрас пултарулӑхӑр суйлав мӗн пур тапхӑрне Раççей Федерацийӗн саккунӗсемпе çирӗп пӗр килтерме, граждансене суйлав тытӑмне шанма май паракан гаранти пулса тӑрать.

Суйлав участокӗсенчи эсир йӗркелесе пынипе пулакан кӑмӑллӑ лару-тӑру, çынсене хисеплесе вӗсемпе тимлӗ пулни суйлав кунӗсенче çынсен гражданла хастартарлӑхне ӳстерме пулӑшать. Хӑвӑра çирӗп туйни, професси ӑсталӑхӗ, саккуна пӑхӑнни халӑхӑн хӑйӗн ирӗкӗпе тумалли суйлавне хистесе тутарма хӑтланакансене хирӗç тӑмалли чи паха енсем.

Чӑваш Енре демократи институчӗсене аталантарма тӳпе хывнӑшӑн сирӗнтен кашнине тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырӑ кун-çул, иксӗлми вӑй-хал, Раççей тата республика ырлӑхӗшӗн тӑрӑшас яваплӑ ӗçре çитӗнӳсем сунатӑп!


Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                                           Олег Николаев



28 июля 2025
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter