Николай Петров паттӑрлӑхӗ – пулас ӑрусемшӗн тӗслӗх пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Николай Петров паттӑрлӑхӗ – пулас ӑрусемшӗн тӗслӗх пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Елчӗк салинчи тӗп  урамра Раҫҫей Геройӗн Николай Петровӑн палӑкне уҫнӑ. Паллӑ пулӑма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

 «Хаклӑ тусӑмсем! Эпир паян хамӑр ентешпе, Николай Алексеевич Петровпа, ҫыхӑннӑ пулӑмсене тепӗр хут пурӑнса ирттеретпӗр. Пирӗнтен кашниех кунта, Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче, ӳссе ҫитӗннӗ, чӑн-чӑн арҫын, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулса тӑнӑ ҫынпа мӑнаҫланать.  Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланать.  Вӑл питӗ пысӑк та ырӑ чӗреллӗ  ҫын пулнӑ. Вӑл пурнӑҫа тата ҫынсене калама ҫук хытӑ юратнӑ. Ҫакӑн пек ҫын кӑна хӑюллӑн ӗҫлеме пултарать, чи кирли вара  – Ҫӗршыва  юратни.  Пирӗн те пуласлӑх валли пысӑк тӗллевсем лартса, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшмалла. Яваплӑха туйса ӗҫлемелле.

Николай Алексеевич вӗреннӗ шкула кӗрсе куртӑм.  Халӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленет. Темиҫе уйӑхран, юсанӑ хыҫҫӑн, шкул ҫӗнелсе  улшӑнӗ, хӑтлӑланӗ. Елчӗкре ҫитӗнекен  ачасен темиҫе ӑрӑвӗ те унта пӗлӳ илӗҫ-ха. Николай Петровӑн паттӑрлӑх ҫӑлтӑрӗ кашни ҫитӗнекен ачашӑн тӗслӗх пулса тӑрӗ, ун пек хӑюллӑ пулассишӗн тӑрӑшса вӗренме витӗм кӳрӗ»,  –  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ ентешӗмӗр, Раҫҫей Геройӗн ҫывӑх ҫыннисемпе тус-тӑванӗсене, ял халӑхне тав тунӑ май.

Николай Алексеевич Петров Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Тускел ялӗнче ҫуралнӑ. 2021 ҫулта Мускаври аслӑ шкултан пиллӗк паллӑсемпе  вӗренсе тухнӑ.

Ҫарта хӗсмете Дагестан Республикинче малалла тӑснӑ, малтанхи кунсенчех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Николай Петрова Паттӑрлӑх Орденӗпе наградӑланӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче аслӑ лейтенант ҫар званине панӑ. Унӑн паттӑрла ӗҫӗсем ӗмӗр асра юлӗҫ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе Николай Алексеевич Петрова ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн ятне  панӑ.

Палӑка туса хурас пуҫару округра пурӑнакансем тӑрӑшнипе пурнӑҫа кӗнӗ.  Пурте пӗрле хар тӑрса, пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫе пурнӑҫланӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх пурнӑҫланӑ постаментлӑ бюст ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӑл паттӑрлӑхпа патриотизм тӗслӗхӗ пулса тӑрать.

Палӑка Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Петр Пупин скульптор, Паттӑрӑн ентешӗ ӑсталанӑ. Палӑка тума укҫа-тенке пуҫаруллӑ бюджетировани программипе уйӑрнӑ.

Тӗплӗнрех...

 



31 июля 2025
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter