Ҫемьесене пулӑшассинчен пуҫласа цифра трансформацийӗ таранах: Чӑваш Енӗн социаллӑ политикин 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ стратегине республика Пуҫлӑхӗпе пӗрле тарӑн тишкернӗ
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Ку хутӗнче ларӑва пухӑннисем социаллӑ политика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи стратегине тарӑн тишкернӗ. Стратегийӗн тӗп тӗллевӗсем: халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстересси, ҫемьесене пулӑшасси, чухӑнлӑхпа кӗрешесси тата социаллӑ инфраструктурӑна аталантарасси.
Ҫӗршыв Президенчӗн ҫӗршыва 2030 ҫулччен аталантармалли ҫӗнӗ тӗллевсем ҫинчен калакан указӗсене пурнӑҫланӑ май Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи комплекслӑ программине йышӑннӑ республикӑра.
Чӑваш Енӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн докладӗнче иртнӗ пилӗк ҫул хушшинчи социаллӑ сферӑри тӗп ӗҫсемпе паллаштарнӑ, ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Чи малтанах ку ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшӑвӗ парассине самай анлӑлатни. 2020 ҫултанпа республикӑра пулӑшу паракан 24 ҫӗнӗ мера хута янӑ. Вӗсен йышӗнче: шкул ачисене тӳлевсӗр апатлантарасси, тин ҫуралнӑ ачасене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парнесем, транспорт налукне тӳленинчен хӑтарасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли ҫӑмӑллӑхсем тата ыттисем те. Ҫитӗнӳсем те ҫук мар, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 2020 ҫулта 15 пинрен пуҫласа 2025-мӗш ҫулта 19 пине ҫитрӗ. Республикӑри кашни тӑваттӑмӗш ача тенӗ пекех паян нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнет.
Тӗрлӗ отрасльсенче ӗҫ укҫин шайне хӑпартнинине кура (11% ӳсни) тата социаллӑ тӳлевсен калӑпӑшӗсене (8,7% ӳсни), тӗллевлӗ адреслӑ пулӑшӑва пула республикӑра чухӑнлӑх шайӗн кӑтартӑвӗ чакнӑ – регион ПФО-ра 3 вырӑна тухнӑ. Ҫакна тума социаллӑ пулӑшӑвӑн пахалӑхлӑ ҫӗнӗ виҫи – социаллӑ контракт – та витӗм кӳнӗ. Пилӗк ҫул хушшинче республикӑра пурӑнакан 75 пине яхӑн ҫын патшалӑх социаллӑ пулӑшӑвне илнӗ.
Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗхӗн кӑтартӑвӗ чакнӑ – 2,1% ҫитнӗ. 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 70 пин ытла ҫын «Работа России» кадр центрӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑннӑ. 2024 ҫул вӗҫне регистрациленӗ ӗҫсӗррисен шучӗ 2,2 пин ҫынпа танлашнӑ, 2020 ҫулхипе танлаштарсан 13 пин ытла чакнӑ.
Чӑваш Енӗн социаллӑ политикин аталанӑвӗн стратегийӗпе паллаштарнӑ май министр регионти кашни ҫын патне пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине асӑннӑ: «Пирӗн тӗллев – кашни ҫынна хӑтлӑ пурнӑҫпа тивӗҫтересси, пурнӑҫ ҫулне вӑрӑмлатасси», – тенӗ министр.
Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси, аслӑ ҫулсенчи ватӑсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнине те каланӑ вӑл.
Тата тепӗр пысӑк ҫул-йӗр – ҫемье нумай функциллӗ центрсем туса хурасси. 2030 ҫул тӗлне вӗсене республикӑри сакӑр муниципаллӑ округра уҫӗҫ.
Ҫӗнӗ стратегин тӗп шухӑшӗсенчен пӗри – социаллӑ хӳтлӗхӗн хальхи инфраструктурине аталантарасси. Ҫурт-интернатсен ретне юсаса ҫӗнетмелли плансене ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ, ҫакӑ пурӑнмалли условисене лайӑхлатӗ тата вӗсен пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерӗ. 2030 ҫулччен халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен 8 центрӑн тата 9 интернатӑн никӗсӗ ҫинче 17 реабилитаци уйрӑмне йӗркелеме палӑртнӑ.
Стратегипе килӗшӳллӗн министерство патшалӑх пулӑшӑвӗсен чылай пайне электронлӑ тата проактивлӑ формата куҫарма палӑртать. Паянхи кун тӗлне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ пулӑшу ӗҫӗсен 71% электронлӑ формӑпа пама май пур, 11% проактивлӑ форматпа параҫҫӗ, 56% пулӑшӑва граждансем МФЦ-ра тата учрежденисенче куҫӑн майпа тытсан илеҫҫӗ. 2030 ҫул тӗлне пулӑшӑвӑн 37% проактивлӑ форматпа, 63% Пӗрлӗхлӗ госуслугӑсен порталӗнче пама палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн социаллӑ политикин аталанӑвӗн стратегине Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ырланӑ. Вӑл федераци центрӗн планӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене малалла синхронизацилемеллине палӑртнӑ.
«Ку вӑл пирӗн пӗрлехи тӗллев, Чӑваш Республикин территорийӗнче кашни ҫын хӑйне хӳтӗленӗ пек туйтӑр. Ҫапла майпа пирӗн ӳлӗмрен те ӗҫсен хӑвӑртлӑхне чакарма юрамасть, пахалӑх тени малти вырӑна тухмалла, тухӑҫлӑх пирки те манма юрамасть. Пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесен, май пур таран пулӑшсан, ҫитӗнӳ те пуласси часах», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Пуҫлӑх.