Патшалӑх премийӗ – «ЭЛАРА» АО коллективӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ: Республика Пуҫлӑхӗ предприяти регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри тӗп предприятисенчен пӗрне – «ЭЛАРА» АО – ҫитсе килнӗ, ӗҫре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнисене Чӑваш Республикин патшалӑх премине парса чысланӑ.
«Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ» ята предприятин ертсе пыракан сотрудникӗсен ятарлӑ ушкӑнне панӑ. Унӑн йышӗнче: Андрей Углов генеральнӑй директор, спецтехника енӗпе ӗҫлекен тӗп конструктор – конструкторпа технологи бюровӗн пуҫлӑхӗ Андрей Батуринец, специализациленӗ конструкторпа технологи бюровӗн программисчӗсен секторӗн пуҫлӑхӗ Михаил Евдокимов, специализациленӗ конструктор-технологи бюровӗн тематика ҫул-йӗрӗн секторӗн пуҫлӑхӗ Алексей Алексеев тата конструкторпа технологи бюровӗн ертсе пыракан инженер-конструктор-схемотехникӗ Юрий Юрьев.
Ҫак награда предприяти республика экономикине пысӑк тӳпе хывнине ҫирӗплетет. Хӑйӗн историйӗшӗн, 1970 ҫултан пуҫласа, завод приборстроени сферинче патшалӑх премийӗсене пӗрре мар тивӗҫнӗ. «ЭЛАРА» АО таварӗсен пахалӑхӗ пысӑк пулнине ют ҫӗршыври партнерсем те палӑртаҫҫӗ.
«Сирӗн предприяти тӑвакан кӑтартусем малалла ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Ку сирӗн ӗҫ коллективӗн пӗрлехи ҫитӗнӗвӗ. Эпир Раҫҫей Правительствипе хамӑрӑн промышленноҫ предприятийӗсемшӗн федераллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ формисене явӑҫтарас енӗпе хастар ӗҫлетпӗр. Пирӗн регионти хамӑр пулӑшу формисене аталантаратпӑр. Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсене анлӑлатса пыратпӑр. Производствӑсенчен кашнин ӗҫ-хӗлне кӗске вӑхӑтра пуянлатса пыма пикенетпӗр. Вӗсем ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, ӗҫ укҫин шайне ӳстерме, пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Республикин экономикине вӑй илтерме витӗм кӳреҫҫӗ.
Пӗлтӗр пирӗн тӗп отрасльсем: промышленность, строительство, ял хуҫалӑхӗ – пуҫласа бюджета палӑртнинчен чылай укҫа-тенкӗ хывнӑ. Чӑваш Енӗн тӑкакӗнчен кӑтарту пысӑк пулни пурсӑмӑра та хавхалантарать. Промышленноҫ аталанӑвӗн фондне капитализацилессипе эпир малта пыракан пилӗк регион шутне кӗтӗмӗр. Промышленноҫ политикине пурнӑҫа кӗртессипе эпир 24 ҫӗртен Раҫҫей Федерацийӗнче 13-мӗш вырӑна тухрӑмӑр. Паллах, ҫак аталанӑва тӗп тӳпе хываканӗсенчен пӗри «ЭЛАРА» АО пысӑк предприяти.
Ҫак цифрӑсем пурте – эпир пӗрле вӑй хунин кӑтартӑвӗ. Хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн пысӑк тав!» – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Хула тӑвакан предприятин цехӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева «СУРА» программӑпа техника комплексне пухас процеспа паллаштарнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ пӗр килнӗ пек чухне предприятийӗнчи ытти ҫӗнӗлӗхсемпе те паллашнӑ, пысӑк технологиллӗ хатӗрсене курса ӗненнӗ.
«ЭЛАРА» АО генеральнӑй директорӗ Андрей Углов хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫ хастар пурнӑҫа кӗрсе пынине хыпарланӑ: машинист управленийӗн пультне хатӗрлесси тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль валли опытлӑ тӗслӗхсем хатӗрлесси ӗҫ вӗҫленсе пынине асӑннӑ.
«ЭЛАРА» АО ушкӑнӑпе иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнисене патшалӑхӑн тӗрлӗ наградисене парса чысланӑ.