Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗпе Александр Гавриловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗпе Александр Гавриловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗпе Александр Гавриловпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

 «Чӑваш Республикин объекчӗсене электроэнергипе тивӗҫтерме  тӗрлӗ аспектне пӑхса тухрӑмӑр, ҫав шутра Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫа кӗртнӗ май тӗрлӗ майсене тишкертӗмӗр. «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонине аталантарассипе йӗркеленӗ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ чухне те тӗрлӗ условисене пӑхса хӑварма тӑрӑшнӑ.  Пӗр сӑмахпа калас пулсан, ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.  Мӗнпур ыйтусене сӳтсе явнӑ май, кирлӗ пек йышӑнусене туса хӑварма тӑрӑшрӑмӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене инженери инфраструктурипе тивӗҫтересси ыйту приоритетлӑ шутланать. Шупашкарта микрорайонсене кирлӗ энергохӑватсемпе тивӗҫтермелли техника варианчӗсене хатӗрлесси ыйту та кун йӗркинчех. Ҫавӑн пекех регионӑн электросеть комплексне инвестици хывас калӑпӑшне ӳстерсе пырасси ыйту та актуаллӑ шутланать.

 «Россети Волга» ПАО Чӑваш Республикин Правительствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, региона аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлет. Юлашки икӗ ҫулта компани регионти электричество сечӗсене  аталантарса пыма 2,5 млрд тенкӗ ытла инвестици хывнӑ. Регионти мӗн пур потребительсен ырлӑхӗшӗн эпир пӗрлехи ӗҫе малалла тӑсӑпӑр», – тесе  палӑртса каланӑ «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗ Александр Гаврилов.

Республика территорийӗнче «Россети Волга» ПАО энергообъекчӗсемпе технологи хутшӑнӑвне пырса тивекен  хӑш-пӗр уйрӑм ҫул-йӗрсене аталантарассине малалла та ӗҫлеме шантарать.

Ҫавӑн пекех  икӗ ен аслӑ шкулсем хушшинчи кампуса йӗркелессипе  ҫыхӑннӑ ыйтӑва пурнӑҫа кӗртме пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ. «Россети Волга» ПАО ҫак проект кӑсӑклӑ пулнине пӗлтерет, ӑна пурнӑҫа кӗртме пӗрле ӗҫлеме хатӗррине хыпарлать.  Сӑлтавӗ те паллӑ,  республикӑри вузсем электроэнергетика отрасльне кадрсемпе тивӗҫтерессинче, тӗпчевпе опыт-конструктор ӗҫӗсене ирттерессинче пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Пӗр пухӑннӑ пек чухне ертӳҫӗсем ытти ыйтусене те тишкернӗ, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварнӑ.



06 августа 2025
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter