Чӑваш Енри строительствӑпа ЖКХ ҫӗнӗ тапхӑр – Олег Николаев строительство отраслӗпе ЖКХ аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи стратегине ҫирӗплетнӗ
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Ку хутӗнче ӗҫе пухӑннисем Чӑваш Енӗн строительство отраслӗн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн Стратегине тарӑн тишкернӗ, пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Асӑннӑ ӗҫ хутне Чӑваш Ен аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.
«Чи малтан эпӗ республикӑра строительство пайӗнче тӑрӑшакансене, ветерансене тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑрӑшса, профессине парӑнса ӗҫлени куҫ кӗретех. Эсир – чӑн-чӑн ӑстасем, сире пула хуласем ӳссе, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анлӑ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те хӑтлӑ условисем йӗркеленеҫҫӗ. Сирӗн ӗҫӗр – пирӗн республикӑн ҫирӗплӗхӗн никӗсӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ», – палӑртса каланӑ Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Владимир Максимов мероприятине пухӑннисене Стратегипе паллаштарнӑ май.
Министр иртнӗ пилӗкҫуллӑхшӑн регионти стройкомплексӑн тӗп ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Калӑпӑр, Чӑваш Ен ҫын пуҫне 32,6 кв. м кӑтартупа ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче тӗслӗхре. Кӑтарту хӑпарнӑ, республика виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать. Пилӗк ҫул хушшинче 3,7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ. Ку енӗпе те ӳсӗм пурри куҫ кӗретех. 2,2 хут тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ӳснӗ, 3,4 хут – нумай ачаллӑ ҫемьесене. 18 проблемӑллӑ объект тӑрӑх пай строительствине хутшӑннӑ 2714 ҫыннӑн прависене хӳтӗлеме май килнӗ. Авариллӗ тесе йышӑннӑ 47 ҫуртран пин ытла граждана куҫарса хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтернӗ.
Хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗпе республика Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑнта, ҫӗршывпа пӑхас пулсан 15 вырӑна тухнӑ. 2020 ҫултанпа 1316 ҫурт-йӗрсем хушшинчи тавралӑхпа тата общество уҫлӑхне хӑтлӑлатнӑ.
Коммуналлӑ инфратытӑма хастар ҫӗнетнине пула шывпа тивӗҫтермелли сетьсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Пахалӑхлӑ ӗҫмелли шывпа халӑха туллин тивӗҫтернӗ. Пӗчӗк хуласенче: Ҫӗмӗрлере, Куславккара тата Улатӑрта хутса ӑшӑтмалли тытӑма модернизацилес ӗҫ вӗҫленсе пырать.
Пилӗк ҫул хушшинче 5,6 млн тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ, ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ҫулталӑкне 1 млн ытла тӑваткал метр таран ӳстерме план тунӑ. Стратеги территорисене комплекслӑ аталантармалли проектсене пурнӑҫлама, халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи 54,3 пин тӑваткал лаптӑклӑ арендӑллӑ ҫурт-йӗр фондне йӗркелеме витӗм кӳрӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пӑхса хӑварнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче ҫурт-йӗрсем хута яма, унта кирлӗ пек инфратытӑмпа тивӗҫтерме палӑртса хӑварнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе патшалӑх пулӑшӑвне 6 пин ытла ҫемье илӗ, ҫав шутран тӑлӑх ачасене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене тӗрев куҫӗ.
Документа тарӑн тишкерӳ тунӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапларах пӗтӗмлетсе каланӑ: «Стратегире палӑртнӑ задачӑсем – анлӑ. Палӑртнӑ йывӑрлӑхсене пурсӑмӑр та ӑнланатпӑр. Патшалӑхпа отрасль пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫитӗнӳсем пуласси те часах. Кирек-епле ыйтӑва та тарӑн пӑхса тухмалла, кирлӗ пек тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла. Мӗнпур палӑртнӑ проектсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫламалла. Пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесен тӗллевсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Кирлӗ пек технологие эпир иртнӗ ҫулсенчех пӑхса тухса йышӑнса хӑварнӑ», – тесе тепӗр хут уйрӑммӑн палӑртса каланӑ вӑл.
«Тахҫанхи йывӑрлӑхсене татса пама хӗн пулӗ тесе шутларӑмӑр, кӑлӑхах. Пурне те тенӗ пекех татса панӑ, уҫӑмлатнӑ. Ҫынсем хваттер илме черете тӑнӑ пулсан, вӗсене графикпа килӗшӳллӗн вырнаҫтарма тӑрӑшатпӑр. Пӗтӗмпех хамӑртан килет, пуласлӑх епле йӗркеленсе пырасси. Пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлемелле, ун чухне ҫитӗнӳ пуласси часах. Шансах тӑратӑп, ҫакӑн пек Стратеги, системӑллӑ документ пурри, унта кашни ҫул-йӗрпе аталанмалли мӗнпур ӗҫе палӑртни пире тӗллевсене пурнӑҫлама май парӗ, тӑван Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынна пурӑнма хӑтлӑ условисем йӗркелеме пулӑшӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ республика Ертӳҫи.
Строительство отраслӗн чи лайӑх ӗҫчешӗсене Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Строительсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительство енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине палӑртса Тав хутне панӑ. Чӑваш строителӗсен ӗçӗ пӗтӗм çершывӗпех чапа тухнине асӑннӑ, строительсен ӗçӗ вӑл яланах – хальхи вӑхӑтри мӗн пур стандарта шута илсе пынин, çӳллӗ шайри пахалӑхӑн гарантийӗ тенӗ.