Чӑваш Енӗн хӑрушсӑрлӑхне аталантарасси, тӑнӑҫлӑха упрасси тӗп ыйтусенчен пӗри пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енӗн хӑрушсӑрлӑхне аталантарасси, тӑнӑҫлӑха упрасси тӗп ыйтусенчен пӗри пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна яланхи пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йӗркелесе ертсе пынӑ. Ӗҫе пухӑннисем Чӑваш Ен аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Программине кӗрекен халӑхӑн тата территорисен комплекслӑ хӑрушсӑрлӑхӗн аталанӑвӗн стратегийӗпе паллашнӑ.

Чӑваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен МЧСӗн аталану стратегийӗн тӗп тӗллевӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.  Халӑха пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси, шыв объекчӗсенчи ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, оперативлӑ службӑсен ӗҫне паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килтерсе йӗркелесе пырасси,  пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна  туххӑмрах ҫитсе кирлӗ пек пулӑшупа тивӗҫтересси ыйтусем те приоритетлӑ тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче. 

Стратегие Чӑваш Енре пурӑнакансен сывлӑхӗпе пурлӑхне хӳтӗлеме тата Раҫҫей Федерацийӗн аталанӑвӗн наци тӗллевӗсемпе стратеги тӗллевӗсене шута илсе республикӑн социаллӑ ҫирӗплӗхне тытса пыма  хатӗрленӗ.  Министр  сӑмаха малалла тӑснӑ май, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси, вӗсен шутне чакарасси тата вӗсене пула  пурлӑха сиен кӳнӗ тӗслӗхсене сахаллатасси ҫине  уйрӑмах  тимлӗх уйӑрма  чӗнсе каланӑ,  Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн хӑрушсӑрлӑх хутлӑхне йӗркелемелли регионти политикӑн тӗп элеменчӗ тесе асӑннӑ. 

Пилӗк ҫул хушшинче пушарсен шучӗ 14,4% чакнӑ, ҫӑлӑннӑ ҫынсен шучӗ 26% ӳснӗ. Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче пушарсен шучӗ чи сахаллипе малтисенчен пӗри, иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.  Пушара пула ҫынсем пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнисем ҫукпа пӗрех. 2,6 хут ландшафт пушарӗсем сахалланнӑ, 800 ытла ҫынна ҫӑлнӑ.

Юлашки пилӗк ҫулта республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ уйрӑм пост уҫнӑ, кӑҫал иккӗ: Сӗнтӗрвӑрри округӗнче тата теприне уҫма палӑртса хунӑ.  Апла пулсан регионта пушара хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлес ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пулса пырать. Условисем пӗтӗмпех ҫителӗклӗ. Пурлӑхпа техника базине те кулленех ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.  Цифра технологийӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ, мӗнпур ҫӗрте видео-сӑнавсем пур.

Чӑваш Енри МЧС ертӳҫи Сергей Павлов Стратегие пурнӑҫа кӗртни Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗн шайне самай ӳстерме тата пурлӑх хаклӑхӗсене упрама витӗм кӳрессине каланӑ.

Стратегие пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ведомство ертӳлӗхӗпе сотрудникӗсене, Общество канашне  пӗр-пӗрне ӑнланса килӗштерсе ӗҫлесе пынӑшӑн мухтанӑ.

«Стратеги Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме май парать, мероприятисене  комплекслӑ пурнӑҫласа пыма витӗм кӳрет.  Хӑрушсӑрлӑх тени ялан малти вырӑна тухса тӑмалла. Самантлӑха та тимлӗхе ҫухатма юрамасть.  Пурнӑҫа, сывлӑха е тупрана упраса хӑварас тесессӗн профилактика ӗҫӗсене йӗркелемелле, пушара хирӗҫ кӗрешессипе кулленех плана кӗртнӗ мероприятисене пурнӑҫламалла. Тӗллевсем паллӑ, вӗсене пурин те пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑха туйса ӗҫлемелле», тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.



08 августа 2025
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter