Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗрпӳ хулине 436 çул çитнӗ ятпа саламлани
Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ çыннисем!
Сире хула никӗсленнӗренпе 436 çул çитнӗ ятпа ӑшшӑн саламлатӑп!
Хӑйӗн кӗске мар ӗмӗрӗнче вӑл тӗрлӗ йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ, анчах çӑмӑл мар кашни тапхӑр хыççӑн çӗнӗ паха енпе палӑрса чӗрӗлме, вӑйлӑрах та хитререх пулса тӑма пултарнӑ.
Республикӑри ӑс-тӑн тата чӗм вӑйӗпе илӗртекен паллӑ вырӑнсенчен пӗри Ҫӗрпӳре вырнаçнӑ. Тихвинри Турӑ амӑшӗн мӑнастирӗ, унти тӗлӗнтермӗшсем тӑвакан турӑш Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан туристсене тата паломниксене илӗртет. Пурте пӗлекен Тихвин ярмӑркки пӗр ӗмӗр кӑна та мар ӗнтӗ чӑвашсен тараватлӑхӗн тата пуянлӑхӗн символӗ пулса тӑрать.
Хальхи вӑхӑтри Ҫӗрпӳ – нумай функциллӗ хула, Чӑваш Ен транспорт центрӗ. Вӑл çирӗппӗн аталанса пырать: общество хутлӑхӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн центрӗсем çӗнелсе пыраççӗ, хальхи йышши спорт лапамӗсем йӗркеленеççӗ, промышленноçпа суту-илӳ ӳсӗм çулӗпе пынине çирӗплетеççӗ. Истори еткерлӗхне упраса хӑварасси, туризм хӑватне аталантарасси – уйрӑм тимлӗхре.
Паянхи уяв Ҫӗрпӗве хӑтлӑлатма ӑнтӑлас тӗлӗшпе хулара пурӑнакансене пурне те пӗрлештерет. Ҫак тӗллевпе республикӑра «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программа хута кайнӑ, вӑл пайӑррӑн палӑртнӑ урама е территорие лайӑхлатма пулӑшать.
Ҫак кун хулара пурӑнакан аслӑ ӑрури çынсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Хула аталанӑвӗн никӗсне шӑпах эсир хывнӑ, пирӗншӗн эсир яланах тӗслӗх пулса тӑратӑр.
Ҫӗрпӳ хулин çыннисене çирӗп сывлӑх, ырӑ кун-çул сунатӑп. Сирӗн кил яланах савӑнӑçпа, ӑшӑлӑхпа тулли пултӑр, çывӑх çыннӑрсене тата тӑван хулана чӗререн юратӑр!
Хула кунӗ ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев