Пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав!

Строитель кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче çак профессире хăйсен ĕçĕпе палăрнă çынсен чыславĕ иртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май отрасль çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, умри тĕллевсем пысăкки çинчен каларĕ. Строительсем вĕсене пурнăçласси пирки вăл иккĕленмест. Цифрăсем строительство комплексĕн ăнăçлă ĕçне кăтартаççĕ. 2020 çултанпа республикăра пурăнмалли 3,7 миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — ку умĕнхи пилĕк çуллăхринчен нумайрах. Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа — 450 пин тăваткал метр ытла. Çамрăк, нумай ачаллă çемьесем, тăлăхсем илнĕ хваттерсен шучĕ пысăк — 5 пине яхăн. Коммуналлă инфратытăма çĕнетесси пысăк хăвăртлăхпа пырать. Паян строительство тапхăрĕнче республикăн адреслă инвестици программинчи 70 ытла объект. Вĕсенчен 37-шĕ — инженери инфратытăмĕн тата ЖКХ, 12-шĕ — сывлăх сыхлавĕн, 10-шĕ — вĕрентӳ объекчĕсем. Çав шутра — Шуршăлти космонавтика музейĕ, Муркашри поликлиника, Шупашкар, Улатăр, Комсомольски округĕсенчи виçĕ шкул, ыттисем. Паллах, професси уявĕ ĕçре палăрнисене наградăланипе те сумлă. Вĕсем вара йышлă. 29-мĕш строительство управленийĕн каменщикне Александр Васильева, «Шупашкар керамики» заводăн тĕп энергетикне Константин Васильева, ЖБК-9 мастерне Николай Гаврилова, СУ-29 гендиректорне Александр Героева Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕн хисеплĕ ятне панă. Патшалăх службинчи тӳрĕ кăмăллă ĕçе палăртакан паллă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн, Раççей Стройминĕн тав хучĕсем, ытти награда — пухăннисен алă çупмашкăн сăлтав çине-çинех пулчĕ. Олег Николаев кашнинех алă тытса тав турĕ, строителĕн пархатарлă ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ.



Хыпар
08 августа 2025
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter