Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславкка хулин кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ Куславкка çыннисем!

 Сире Хула кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Куславкка хула статусне йышӑннӑранпа 58 çул иртнӗ. Ҫав пулӑм унӑн пурнӑçӗнчи, аталанӑвӗнчи çӗнӗ тапхӑр, çитӗнӳсен тапхӑрӗ, пулса тӑнӑ. Хулан историйӗ те питӗ пуян – Атӑл çыранӗ хӗрринче меллӗ вырнаçни суту-илӳре çитӗнӳсем тума, ӗçлӗ çынсене илентерме май килессе малтанах систернӗ. Кунти тавралӑх чуна хавхалану кӳнине геометрири çӗнӗ тытӑмӑн никӗслевçи Николай Лобачевский те палӑртса хакланӑ. 

Юлашки вунӑ çуллӑхсенче Куславкка тата унӑн çывӑхӗнчи хутлӑх çул çӳревçӗсене ытларах та ытларах илентереççӗ. Ытти çӗртинчен уйрӑлса тӑракан хитрелӗх, истори паллӑ вырӑнӗсем тата ӑш пиллӗ тӗл пулусем хӑнасен пысӑк йышне илӗртеççӗ.

Куславкка çыннисен ӗçри паттӑрлӑхне кура хулана Раççейри Ҫӗнтерӗве çывхартма пысӑк тӳпе хывнӑ 850 пӗчӗк хула шутне тивӗçлипе кӗртнӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин йывӑр çулӗсенче çакӑнта Тӑван çершыв валли йывӑç чылай хатӗрленӗ. Кунта пурте пӗлекен ПО-2 самолет туса кӑларнӑ.

Республика пулӑшса пынипе паян Куславкка хастарлӑн аталанать. Тӗплӗ юсавсем ирттерни, ешӗл хунавсемпе илемлетни общество хутлӑхӗсене – парксемпе скверсене, урамсене – çӗнӗ сӑн кӗртме пулӑшать. Хула çыннисем уçӑлса çӳремелли вырӑн шутӗнче çӗнетсе хӑтлӑлатнӑ Атӑл çыранçине, «Геометрика» парка хаваспах суйлаççӗ.

Хулари мӗн пур ырӑ улшӑну эсир, кунта пурӑнакансем, тӑрӑшнипе, сирӗн професси ӑсталӑхне кура тата тӑван хулана меллӗрех те хӑтлӑрах тумашкӑн ӑнтӑлнипе пурнӑçа кӗнӗ.

Ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтесе юратни сире çӗнӗ çитӗнӳсем тума хавхалантартӑр, ӑнӑçлӑ проектсем кашни çул нумайланса пыччӑр! Сире çирӗп сывлӑх, ырӑ кун-çул сунатӑп, кашни килте хӑтлӑх хуçалантӑр, хула малалла хитреленсе, аталанса пытӑр!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                                             Олег Николаев



09 августа 2025
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter