Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе ячӗпе саламлани

Хаклӑ строительсем тата строительство отраслӗн ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ – Строитель кунӗ – ячӗпе чунтан саламлатӑп!

Сирӗн ӗç çурт-йӗр лартса илем кӳрессинче чӑн-чӑн искусство.

Ӑсталӑхӑра та яваплӑхӑра кура Чӑваш Ен тата та хӑтлӑрах, илемлӗрех, хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗрех пулса пырать. Вун-вун паркпа сквера тирпей-хӑтлӑх кӗртсе, çӗр-çӗр çурта юсаса е çӗннисем лартса эсир хуласемпе поселоксене çӗнӗ сӑн кӗртетӗр. Ҫакӑ ырӑ кӑтарту патне илсе çитернине палӑртмалла: эпир хула хутлӑхӗн пахалӑхӗ енӗпе федерацин Атӑлçи округӗнче 4-мӗш вырӑна çӗклентӗмӗр, Раççейре – 15-мӗш вырӑна.

Ҫӗнӗ кашни çурт, промышленноçри е социаллӑ хутлӑхри объект вӑл – эсир хамӑрӑн республикӑна аталантарма тата кунти пурнӑç пахалӑхне лайӑхлатма тӳпе хывни.

Пирӗн строительсен умӗнче яланах пысӑк тӗллевсем тӑраççӗ. 2020 çултанпа 3 миллион та 700 пин тӑваткал метр пурӑнмалли çурт-йӗр хута кайнӑ. 5 пине яхӑн çамрӑк тата нумай ачаллӑ çемье, тӑлӑх кил ӑшшине туйма тытӑннӑ.

Эпир коммуналлӑ инфратытӑма çине тӑрса çӗнетсе пыратпӑр. Ача сачӗсем, шкулсем, культура тата спорт учреждленийӗсем тӑватпӑр тата пуррисене юсатпӑр. Республикӑн адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн 70 ытла объектра ӗçсем кал-кал пыраççӗ.

Ҫав шутра чи пысӑк пӗлтерӗшлисем – Раççей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ырланипе юсама пуçланӑ Шуршӑлти Андриян Николаев космонавт музейӗ, Муркаш районӗн тӗп больници, Шупашкарта, Улатӑр тата Комсомольски округӗсенче тума тытӑннӑ 3 шкул, ытти объект.

Сирӗн пуян опыт, вӑй-хал, хӑвӑрӑн ӗçе чунтан парӑнни кӑна çавсене йӑлтах пурнӑçа кӗртме май парӗ!

Паянхи кун отраслӗн ветеранӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сирӗн опыт тата çулсем иртнӗ май пухӑннӑ тарӑн ӑс çамрӑк ӑрушӑн чӑн тӗслӗх пулса тӑрать. Пахалӑхшӑн, шанчӑклӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗçлессишӗн тӑрӑшас йӑла малашнехи çитӗнӳсен никӗсӗ пуласса шанса тӑратӑп.

Республикӑри мӗн пур строителе çирӗп сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп! Кашни проект савӑнӑç парнелетӗр, çӳллӗ шайри хаклава тивӗçтӗр. Ҫемьере килӗшӳпе тӑнӑçлӑх хуçаланччӑр!

Строитель кунӗ ячӗпе сире пурне те!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                        Олег Николаев



10 августа 2025
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter