Ҫӗнӗ футбол манежӗ Чӑваш Енри ӑста ҫамрӑк футболистсене тупма витӗм кӳрессине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Физкультурник кунӗ – вӑй-хал, çӗнтерӳ патне ӑнтӑлассин, çине тӑраслӑхӑн уявӗ. Паллӑ кун ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарма витнӗ футбол манежӗ Шупашкарта хута кайнӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
«Хаклӑ ачасем! Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатӑп, ҫине тӑрса тренировка туса пысӑк спорт ҫӗнтерӗвӗсем тума сунатӑп! Эпир ҫакӑн патне пысӑк утӑм тӑватпӑр – футбол манежне уҫатпӑр. Хӑй вӑхӑтӗнче ку объект пирки сахал мар ыйтусем пухӑначчӗҫ. Ачасене валли футболла выляма ятарлӑ тӳрем кирли ҫинчен ҫыратчӗҫ. Палӑртнӑ тӗллев пурнӑҫа кӗчӗ», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ мероприятине килсе ҫитнисене саламланӑ май.
«Пирӗн патра «Шкула футбол» программа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет ӗнтӗ, ҫавна пула шкул ачисем, уйрӑмах ялсенче, ҫак илемлӗ спорт тӗсӗпе хӑйсен ӑсталӑхне туптайраҫҫӗ. Эпир спорт инфратытӑмне хастар аталантаратпӑр, хальхи йышши спорт площадкисем йӗркелетпӗр, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусем ирттеретпӗр, пирӗн тренерсем ҫӗнӗ меслетсене алла илеҫҫӗ, ачасене вӗрентеҫҫӗ.
Манеж уҫӑлни пирӗн футбола пачах ҫӗнӗ шая кӑларать. Халӗ эсир ҫулталӑкӗпех лайӑх уйра тренировка тума, аталанма, пӗрлӗхлӗ командӑпа ӗҫлеме вӗренме пултаратӑр. Ку вара спорт турнирӗсенче те, пурнӑҫра та питӗ кирлӗ пулӗ», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑк футболистсене.
Футболпа Чӑваш Енре паян 35 пин ҫын хӑйсен ӑсталӑхне туптать. Иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче муниципаллӑ округсенче 15 футбол уйӗ туса лартнӑ. Ҫамрӑк футболистсене хатӗрлес ӗҫе илсе пыракан 19 муниципаллӑ спорт шкулӗ ӗҫлет.
Пӗтӗмӗшле илсен вара республикипе 98 спорт объектне тунӑ, реконструкциленӗ тата йӗркене кӗртнӗ. Регионта пурӑнакансен 60% ытла физкультурӑпа спорта хӑйсен пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ туса хунӑ. Чӑваш Ен спорт инфраструктурине юрӑхлӑ тата ГТО нормисене тухӑҫлӑ пурнӑҫлассипе Раҫҫейӗн топ-10 регионне кӗнӗ. Малашнехи ӗҫӗн ҫул-йӗрне вара спорт аталанӑвӗн стратегийӗ «Чувашия спортивная, любимая, твоя» регионӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн программи шайӗнче йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ манежӑн пӗмӗшле лаптӑкӗ 4,5 пин тӑваткал метр ытла – хальхи пурнӑҫ таппипе килӗшсе тӑракан икӗ хутлӑ ҫурт, унта ачасен ӑсталӑхне ӳстерме мӗнпур условисене хатӗрлесе тӑратнӑ. Ҫамрӑк футболистсене ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те йышӑнма хатӗр футбол уйӗ.
Пӗр вӑхӑтрах манежра 45 ҫын таран вӗренме пултарӗҫ, ҫакӑ тренировка процесне оптимизацилеме май парӗ.
Ҫӗнӗ газона чи малтан тӗрӗслесе пӑхма юлташла матча хутшӑнакансене панӑ. Уя тренерсемпе Раҫҫей футболӗн чӗннӗ ҫӑлтӑрӗсен пӗрлештернӗ команди тухнӑ, вӗсен шутӗнче – Александр Филимонов, Руслан Пименов тата Игорь Колыванов. Вӗсем Чӑваш Ен Спорт министерствин футбол енӗпе Спорт шкулӗнче вӗренекенсен пӗрлештернӗ командине хирӗҫ вылярӗҫ.
Футбол манежне тума Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорта аталантармалли патшалӑх программи шайӗнче республика бюджечӗн шучӗпе укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Объекта генеральнӑй подрядчик «ПМК-8» АО пурнӑҫланӑ.
Физкультурник кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене хисеплӗ ятсем тата наградӑсем парса хавхалантарнӑ.