Предприятисенчи ҫамрӑксен канашӗсен шучӗпе округри лидерсен хушшинче Чӑваш Ен

Предприятисенчи ҫамрӑксен канашӗсен шучӗпе округри лидерсен хушшинче Чӑваш Ен

Пермь хулинче федерацин Атӑлҫи округӗн ҫӗнӗ обществӑлла проекчӗн «МолоТ» (Ҫамрӑксен ӗҫӗ) ӗҫлекен ҫамрӑксен финалне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗтӗмлетнӗ. Проект РФ Президенчӗн ПФО-ри полномочиллӗ представителӗн Игорь Комаров витӗм кӳнипе пурнӑҫланать.

Маларах ӗҫлекен ҫамрӑксене пулӑшас ыйтусене Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ ҫумӗнчи канаш ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

Ларура ҫавӑн пекех предприятисенче ҫамрӑксен канашӗсен ӗҫне пуҫарса ярасси пирки ыйтӑва тарӑн тишкернӗ.  Ҫӗнӗ пуҫару ҫамрӑксене организацисен пурнӑҫне  хастар  хутшӑнма тата кирлӗ ыйтусене татса пама витӗм кӳме май парӗ. Игорь Комаров предприятисенче ҫамрӑксен канашӗсен шучӗпе  малтисен вырӑнӗнче:  Тутарстан (130 яхӑн), Чӑваш Ен тата Пермь Енӗ (90 ытла), Самар тата Чулхула облаҫӗсем (60 ытла) пулнине палӑртнӑ.

 «Эпир халӗ хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрура: хальхи Раҫҫейӗн пӗтӗм историйӗнче ӗҫсӗрлӗх чи пӗчӗк шайра. Ҫамрӑксем пысӑк мобильлӗхпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗтӗм ҫӗршывшӑн, ҫав шутра пирӗн промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗшӗн те»,  тенӗ Игорь Комаров.   Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫамрӑк специалистсем карьера тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ,  ҫурт-йӗр туянассишӗн вӑй хурса ӗҫлеҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса  спорта,  культурӑпа массӑллӑ мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Ӗҫлекен ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫламалли формӑсенчен пӗри «МолоТ» округ проекчӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш Енре проектӑн регионти тапхӑрне 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирттернӗ. Пермьри проектӑн финалӗ ПФО 14 регионӗнчи 420 хутшӑнакан – 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи экономикӑн чӑн секторӗнчи предприятисен ҫамрӑк специалисчӗсене, ҫав шутра ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесене, пӗрлештернӗ. Чӑваш Республикин командине Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗн сотрудникӗ Ольга Шашкова ертсе пынӑ. Унпа пӗрле Пермь хулинче регионти предприятисенчен 26 ҫамрӑк специалист пулнӑ.

Пӗтӗмпе округри 394 предприятирен 16 пин ҫын хутшӑннӑ. Финал вӑхӑтӗнче спорт тата интеллектуаллӑ ӑмӑртусем иртнӗ, ҫав шутра викторина, ҫӑмӑл атлетика эстафети, команда спорт ӑмӑртӑвӗсем (волейбол, мини-футбол тата ытти те) пулнӑ. Ҫемье эстафетине те курӑмлӑ йӗркелесе ирттернӗ.

Ӗҫлекен ҫамрӑксен представителӗсем пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑннӑ, унта Чӑваш Республикин команди 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Чӑваш Енре ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшмалли  тӗрлӗ условисем пур. Вӗсен шутӗнче бизнес-идейӑсене, агропроектсене, Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗсене пурнӑҫлама паракан грантсем. Предприятисенчи ҫамрӑксен канашӗсен сечӗ анлӑланать – ҫакӑ ҫамрӑк лидерсене хӑйсене кӑтартма, хӑйсен потенциалне уҫса пама май паракан пӗр-пӗринпе ӗҫлемелли пӗлтерӗшлӗ формат. Команда питӗ маттур»,  – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн  тав сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Савӑнӑҫлӑ пулӑмра Игорь Комаров проект финалисчӗсене саламланӑ, ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесене хутшӑннӑшӑн уйрӑммӑн тав сӑмахӗсем каланӑ.  



12 августа 2025
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter