Олег Николаев пуҫарнипе Чӑваш Ен Бердянскри ачасем валли спорт сборӗсем йӗркеленӗ

Олег Николаев пуҫарнипе Чӑваш Ен Бердянскри ачасем валли спорт сборӗсем йӗркеленӗ

2025 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн тӗп хули, Запорожье облаҫӗнчи Бердянск муниципаллӑ округӗнчен килнӗ 15 ҫамрӑк спортсменпа тренерсене  хапӑл туса йышӑнать. Бердянск муниципаллӑ округне шефа илнӗ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе спортсменсемпе тренировка йӗркелесе ирттернӗ.  Регионсем пӗр-пӗринпе туслӑ, спортра та пӗрле пулнине ҫирӗплетет паллӑ пулӑм.

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулура ҫавӑн спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин бокс Федерацийӗн ертӳҫи Эдуард Иванов, Чӑваш Республикин бокс енӗпе ӗҫлекен тӗп тренерӗ Алексей Щербаков, Олимп резервӗн В. Ярды ячӗллӗ 7 №-лӗ  спорт шкулӗн директорӗ  Анатолий Семенов, Бердянск муниципаллӑ округӗн спортсменӗсен тренерӗ Владимир Галкин пулнӑ.

 «Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче сире кӗтсе илме питӗ хавас! Чӑваш Республики Бердянск муниципаллӑ округпа тачӑ ӗҫлет. Пурнӑҫа йӗркелеме пулӑшасси пирки калаҫса татӑлтӑмӑр: пирӗн строительсем сирӗн патӑрта вӑй хураҫҫӗ – шкулсене, ҫуртсене, учрежденисене юсаҫҫӗ. Кашни ҫул пирӗн тӑрӑха 300 ытла ача вӑхӑта интереслӗ те усӑллӑ ирттерме, ҫӗнӗ пӗлӳ илме Чӑваш Ене килет.

Запорожье хули хӑйӗн бокс вӑйлӑ шкулӗпе чапа тухнӑ, халӗ те вӑл тӗслӗхре. Ҫавӑнпа та эпир сирӗн тренировкӑсем валли пур услови те тума тӑрӑшрӑмӑр, канма кӑсӑклӑ программа йӗркелерӗмӗр. Хӑвӑр валли кунта малалла аталанма мӗн кирлипе пӗтӗмпех усӑ курӑр: спортра, пурнӑҫӑн ытти сфериӑри ҫӗнӗлӗхсене курса ӗненӗр. Ӑнӑҫусем сунатӑп сире! Малалла анчах!», – тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче хӑнасене саламланӑ май. Пӗр пухӑннӑ пек  чухне, ачасен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки,  пуласлӑхри тӗллевӗсем ыйтса пӗлнӗ.  

Ҫамрӑк боксерсем Олег Алексеевича пахалӑхлӑ йӗркеленнӗ тренировкӑсемшӗн тав тунӑ, вӗсем вӗсене вӑйлӑрах пулма, ҫӗнӗ хӑнӑхусемпе мелсене алла илме пулӑшнине палӑртнӑ.  Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсем вӗсене питӗ килӗшни, ҫавӑн пекех пурнӑҫра пӗрремӗш хут коньки ҫине тӑма май пурри ҫинчен хыпарланӑ.

Вӗсен тренерӗ, Владимир Галкин, сборсене питӗ ҫӳллӗ шайра йӗркеленине палӑртнӑ: «Кунта эпӗ маларах палӑртнинчен нумай хут лайӑхрах. Сирӗн спортсменсем, Чӑваш Ен пирӗншӗн тӗслӗхре. Пирӗн ачасенчен хӑшӗ-пӗри спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрсан,  ҫак ӗҫе шӑпах эсир витӗм кӳнине аса илӗпӗр. Пысӑк тав сире!», – тенӗ, кун пек тӗлпулусем ӳлӗмрен те пулассине шанса каланӑ вӑл.



13 августа 2025
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter