Красноармейски шкулӗнче «АгрокванториУМ» пулассине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Красноармейски муниципаллӑ округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ. Унта вӑл шкулти лару-тӑрупа паллашнӑ, тин ҫеҫ уҫма хатӗрленекен «АгрокванториУМ» – инновациллӗ вӗрентӳ проекчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланнӑ, ҫӗнӗ технологисемпе хута каякан объектӑн условийӗсене курса хакланӑ.
«АгрокванториУМ» проекта 2024 ҫулта пуҫаруллӑ бюджетировани программи шайӗнче тума пуҫланӑ. Объектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 14 млн тенкӗрен иртет.
Пӗрремӗш тапхӑрпа строительство ӗҫӗсемпе монтаж, проект тӑвассине плана кӗртнӗ. 2024 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх муниципалитет практики» конкурсра ҫӗнсе илнӗ грант виҫине тата пуҫаруллӑ бюджет программин укҫа-тенкине тӑкаклама палӑртнӑ.
2025 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен иртекен иккӗмӗш тапхӑра «ӑслӑ теплица» управленийӗн автоматизациленӗ тытӑмӗн инжинирингне йӗркелесе яма палӑртнӑ. Ҫакӑ автономи тата роботизациленӗ ял хуҫалӑх объекчӗпе оператор ӗҫне ансатлатма витӗм кӳрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, тухӑҫлӑха ӳстерме пулӑшать. Ҫак тапхӑрти ӗҫсене пурнӑҫлама пуҫаруллӑ бюджетировани программин укҫи-тенкинчен те пӑхса хӑварнӑ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрпа пулакан ӗҫсем те хӑйне евӗр кӑсӑклӑ пулӗҫ. Вӗренекенсене валли ятарлӑ условисем йӗркеленӗҫ. Палӑртса хӑваратпӑр, « АгрокванториУМ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май, 2025 ҫулта Трак вӑтам шкулӗнче «Кадры АПК» проекта тӗпе хурса агрокласс уҫӑласси те куҫ кӗретех пулӗ. Округри ача сачӗсенче биологипе экологие тарӑнрах тӗпчеме пулӑшакан агролабораторисем йӗркеленӗ те ӗнтӗ.
2026 ҫулта Красноармейски шкулӗнче агрокласс уҫма палӑртнӑ. Заявкӑна Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствине тӑратнӑ. Ӳлӗмрен АПК сферинче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме май парассине тата та анлӑлатӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳрекен проект агроном ӗҫне вӗренме вӗрентӳ платформи йӗркелеме, автоматизаци технологийӗсене ӗҫе кӗртме, ӑслӑлӑх эксперименчӗсем ирттерме тата вӗренекенсенчен практика хӑнӑхӑвӗсене аталантарма пулӑшӗ.
«Ятарлӑ программӑна тӗпе хурса шкулта юсав ӗҫӗсене пӗтӗмпех йӗркелесе ирттернӗ. Кӑҫал муниципалитет гранчӗпе «Ниме – халӑх бюджечӗ» программа шучӗпе йӗркеленӗ «ӑслӑ теплица» паха. Ачасем вӗрентекенсемпе пӗрле тӗрлӗ опыт туса ирттерейреҫҫӗ. Тарӑн пӗлӳ илсе, ӑсталӑха пуянлатма пултарайраҫҫӗ», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«АгрокванториУМа» объекта пурнӑҫа кӗртни - ял шкулӗн вӗрентӳ пайне модернизацилени пулать, ҫамрӑксене ял хуҫалӑхӗпе тата экологипе тата та лайӑхрах тӗпчесе, тавра курӑмлӑха пуянлатма пулӑшӗ.