Электроэнергипе перекетлӗ усӑ курмалли культурӑна йӗркелемеллине палӑртса калать Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Электроэнергипе перекетлӗ усӑ курмалли культурӑна йӗркелемеллине палӑртса калать Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Республикинче электроэнергетика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи стратегине сӳтсе явнӑ, ӑна ырласа хӑварнӑ канашлӑва пухӑннисем. Отраслӗн чи пысӑк энергетика компанийӗсемпе эксперчӗсем пӗрле хатӗрленӗ асӑннӑ документа. Вӑл республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳнипе комплекслӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ пулса тӑнӑ. Стратеги халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстерме, экономикӑна аталантарма тата энергетика сферине хальхи технологисене ӗҫе кӗртме май парӗ.

Стратегин тӗп тӗллевӗ – кашни килте, социаллӑ сферӑри объектсенче, пӗр сӑмахпа каласан  республикӑри кашни предприятипе организацине хӑрушлӑхсӑр тата сиенсӗр электричествӑпа шанчӑклӑ тивӗҫтересси. Республикӑра электричесто тетелӗ талӑкӗпе пӗр чарăнми ӗçлет, энергетиксем учрежденисемпе предприятисене тата пирӗн çуртсемпе хваттерсене ҫутӑпа тата ӑшӑпа тивӗçтерес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.

Кулленех вӗсем электричество хăватне валеçекен тетелсене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ, ҫакӑ та çутăпа тивӗçтерес ӗç пахалăхне çӳлерех шая çӗклеме пулăшать. Сывлӑш линисене те юсасах тӑраҫҫӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ подстанцийӗсенчи оборудованине тӗпрен юсаса çӗнетеҫҫӗ, вӗсем паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑраҫҫӗ. Комплектлӑ трансформатор подстанцийӗсене тата сывлӑш линисене тишкӗрес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ку вара никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ. Ҫавӑн пекех предприятисем ҫӗнӗ технологисене пăхăнса электроснабжени тытӑмне кӗртмелли программӑна пурнӑҫлаҫҫӗ: линисене автоматизацилеҫҫӗ, «ӑслӑ счетчиксем» лартаҫҫӗ.

 «Стратегие Шупашкар агломерацийӗ те, тӗревлӗ пурӑнан вырӑнсем те, республикӑн ытти пурнӑҫ сферисем те аталантарас тӗллевсемпе хатӗрленӗ. Пур ӗҫсене те лайӑхлатса пысӑклатса пымалла пирӗн, пӗр вӑхӑтрах электроэнергипе, ҫав шутра генерацин альтернативлӑ формисене аталантармалла, йӗркеллӗ усӑ курмалли культурӑна аталантармалла, хӗвел генерацийӗн мелӗсемпе анлӑрах усӑ курӑпӑр. Шуршӑлта хута каякан энергоцентр ӗҫне курса хаклӑпӑр.

Калӑпӑр, Красноармейски муниципаллӑ округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май, ҫакна та палӑртас тетӗп: станцие 52 киловатт кӑна туса хурсан вӗсем пӗчӗк муниципалитета пурӑнма кирлӗ функцие тивӗҫтерес тесе электроэнерги хакне чылай перекетлеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ практикӑсене пур ҫӗрте те пурнӑҫа кӗртсен аван пулнӑ пулӗччӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Энергетика аталанӑвӗн малашлӑхӗ отрасле пысӑк квалификациллӗ специалистсемпе тивӗҫтернинчен те килет. Кунта пӗрремӗш плана вузсен хушшинчи кампус проекчӗ тухать, вӑл регион аталанӑвӗшӗн нумай функциллӗ пӗлтерӗшлӗ: ку вӑл кадрсем хатӗрлесси те, опытпа конструктор ӗҫӗсем те, ӑслӑлӑхпа тӗпчевсем те. Ҫаксем пӗтӗмлетсе республикӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерӗҫ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Паян Чӑваш Енӗн энергетика системи пин-пин километр электропередача линийӗ, вун-вун подстанци тата тӗп объект – Шупашкар ГЭСне кӗртет. Анчах та инфраструктурӑн чылай пайне 1960–1970-мӗш ҫулсенчех туса лартнӑ, модернизаци кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах регион промышленноҫӗ хастар аталанса вӑй илсе пырать: заводсем тӑваҫҫӗ, технопарксем  хута каяҫҫӗ тата ятарлӑ экономика зонисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ – вӗсем пӗтӗмпех энергие кирлӗ чухлӗ шанчӑклӑ тивӗҫтерме, хӑвата  ӳстерме витӗм кӳреҫҫӗ.

Чӑваш Ен электроэнерги тухӑҫлӑхӗпе Раҫҫейре 12-мӗш вырӑн йышӑнать ӗнтӗ, А+ аслӑ класс пур, энергин ҫӗнелекен ҫӑлкуҫсен сферинче чи ӑнӑҫлӑ индустри регионӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑ Шупашкар ГЭС тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсем туса кӑларнине пула пӗтӗмпех пулса пырать. Электросетьсенчи хуҫасӑр объектсен шучӗ вара юлашки тӑватӑ ҫулта вунӑ хута яхӑн чакнӑ. Ку та паха кӑтарту.

Республикӑн энергетика тытӑмне 2035 ҫулччен 40 млрд тенке яхӑн инвестици хывма палӑртнӑ. Укҫа-тенке подстанцисене тума тата юсаса ҫӗнетме, тӗрлӗ кирлӗ хатӗрсене ҫӗнетсе улӑштарма, «ӑслӑ счётчиксем» вырнаҫтарма тата ытти ӗҫсене те тума тӑкаклӗҫ.

Стратегин пӗлтерӗшлӗ пайӗ – электротранспорт валли инфратытӑм аталантарасси. Паянах Чӑваш Енре 55 станци ӗҫлет, 2024 ҫулта вӗсем пурӗ те  34 ҫеҫ пулнӑ.  2027 ҫул тӗлне вара вӗсен шучӗ 189 ҫитме пултарасса хыпарлаҫҫӗ специалистсем. Паллӑ, сӑлтавӗ те регионта электромобильсем йышланса пыни куҫ кӗретех. Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе пурӑнни сисӗнет. Экологи тӗлӗшӗнчен паха транспорта кӑмӑл тӑвакансен йышӗ ӳссех пырать республикӑра.

Стратегие пурнӑҫа кӗртни Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене тата та лайӑхлатса пыма май парӗ.



14 августа 2025
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter