«Экологи» наци проектне тӗпе хурса пурнӑҫланӑ объектсемпе Дмитрий Патрушева Олег Николаев паллаштарнӑ
Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ Дмитрий Патрушев, Раҫҫей Федерацийӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Александр Козлов Чӑваш Ене ӗҫлӗ визитпа килсе ҫитнӗ.
Вӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле Канаш муниципаллӑ округра ҫулталӑкне 30 пин тонна тирпейлемелли хӑватпа ҫӳп-ҫап тасатмалли комплекса ҫитсе курнӑ, унти условисемпе паллашнӑ.
Ертӳҫӗсем предприяти ӗҫне курса хакланӑ, пысӑк технологиллӗ хатӗрсем епле пурнӑҫа кӗнипе кӑсӑкланнӑ.
«Раҫҫей Президенчӗ пирӗн ҫӗршывра тӗллев лартнӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫламалли тӗп услови чи малтанах йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлесси, объектсене хальхи пурнӑҫпа тӳр килтерсе пысӑк калӑпӑшлӑ тӑвасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Ҫакӑн пек проектсенчен пӗрне эпир Чӑваш Ене ҫитсе куртӑмӑр. Ку вӑл наци проектӗнче палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫламалли паха тӗслӗх» – тенӗ Дмитрий Патрушев.
РФ Правительствин Председателӗн ҫумӗ йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлемелли инфратытӑма аталантарса пырасси ыйту пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Ку ыйтупа пӗтӗм Раҫҫейри регионсен тӗллевӗ ӗҫлесе пымаллине асӑннӑ. Палӑртнӑ тӗллев епле пурнӑҫланнине Раҫҫей Правительствин шайӗнче тӗрӗслесе тӑнине те палӑртнӑ вӑл.
«Ҫитес ҫултан предприятисене пулӑшма витӗм кӳрекен уйрӑм программӑна хута яратпӑр. Асӑннӑ объектра производство площадкине, тирпейлемелли уйрӑм линие тума пулӑшӑпӑр. Ытти проектсемпе те ӗҫе малалла тӑсатпӑр. Пирӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти индустри паркӗ хута каять тата унпа ҫыхӑннӑ экологи кластерӗ пурнӑҫа кӗрет. Ҫӑмӑллӑх условисемпе ҫӗр лаптӑкӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр. Сӑлтавӗ те паллӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстерме май парать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Палӑртса хӑварар, Канаш, Муркаш тата Патӑрьел муниципаллӑ округӗсенче паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан виҫӗ комплекс хута кайӗ. Анлӑ проекта Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме «РЭО» ППК витӗм кӳрет. Пӗтӗм комплекссем каяшсене тухӑҫлӑ тирпейлесе пыма пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе усӑ курӗҫ.
Канаш округӗнче комплекса тума 2024 ҫулта пуҫланӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫнелле вара «Стройка-21» ООО подрядчикӗ пур ӗҫе те вӗҫленӗ. Кӗске вӑхӑтра строительсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе лайӑх пурнӑҫлани куҫ кӗретех. Объекта пӗтӗмӗшле тума 497 млн тенкӗ тӑкакланӑ.
Асӑннӑ комплекса Чӑваш Енри виҫӗ муниципаллӑ округран: Красноармейски, Ҫӗрпӳ тата Канаш хулисенчен йӑлари хытӑ каяшсене пухма палӑртнӑ. Пахалӑхлӑ сортировка тума (пластик, кантӑк, металл) тепӗр хут усӑ курмашкӑн уйӑрма май парать.