Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе саламлани
Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем тата Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнисем!
Сире Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе – пирӗн пӗрлехи кун-ҫулӑмӑрӑн, ӗҫӗмӗрпе ҫитӗнӳсен тата пӗрлӗхӗмӗр уявӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Чӑваш Республикин тӗп хули пирӗнтен кашниншӗнех уйрӑмах ҫывӑх та хаклӑ.
Эпир пурте пӗрле ӑна хӑтлӑрах тата хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑ тӑватпӑр – унта ӗҫлесе пурӑнма, ачамӑрсене пӑхса ӳстерме меллӗ те хӑтлӑ пултӑр.
Эпир парксемпе скверсене, ҫулсемпе картишсене ҫӗнететпӗр. Ҫулсерен пирӗн юратнӑ хуламӑр урамӗсенче ку чухнехи троллейбуссем йышлӑланса пыраҫҫӗ. Электротранспортпа усӑ курас енӗпе эпир – Раҫҫейре малтисен шутӗнче. Хуламӑр кунта пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те ырлӑхлӑрах пулса пырать.
Пысӑк тимлӗх ыйтакан тӗп тӗллев – ҫитӗнекен ӑру, Шупашкар тата Чӑваш Ен пуласлӑхӗ. Эпир хулара пурӑнакан ҫамрӑк ачасене тарӑн пӗлӳ пама, вӗсен пултарулӑхне, вӑй-халне аталантарма пӗтӗм майсем туса паратпӑр. Шкулсене тӗпрен юсатпӑр, ҫӗннисене хута яратпӑр. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче, хулана паха парне кӳрсе, «Солнечный» микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫатпӑр.
Массӑллӑ спорт лайӑх аталанать. Тӑрӑллӑ футбол манежӗ ҫак кунсенче кӑна ҫамрӑк футболистсене пуҫласа йышӑнчӗ.
Ырӑ улшӑнусем лайӑх хака тивӗҫеҫҫӗ – хула хутлӑхӗн пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе Шупашкар Федерацин Атӑлҫи округӗнче те, ҫӗршывра та ҫӳллӗ шайри вырӑнта тӑрать. Ҫапах та чи кирли – типӗ кӑтартусен пахалӑхӗ мар, кунта пурӑнакансем хӑйсене мӗнлерех туйни.
Ҫав лайӑх кӑтартусене эпир сирӗнпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫленине, эсир тӑван хула пурнӑҫне хастар хутшӑннине тата тума май килнине типтерлӗн сыхласа упранине пула тума пултартӑмӑр.
Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем, сире ҫирӗп сывлӑх тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп!
Шупашкар малала та аталантӑр тата илемленсе чечеклентӗр!
Уявпа! Хула кунӗ ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев