Шупашкар хули – иртнипе мӑнаҫланма, хальхипе савӑнма, пуласлӑхшӑн тӑрӑшма витӗм кӳнине палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ
Чӑваш Ен тӗп хули – Шупашкар 556 ҫул тултарнӑ. Хула кунне халалланӑ икӗ кунхи уявсем пӗтӗм ӑрӑва культура, спорт, пултарулӑх ушкӑнӗсене пӗр чӑмӑра пухӑнма витӗм кӳчӗ. Уяв хула ҫыннисемпе пухӑннӑ хӑнасен чун-чӗрисенче манӑҫми кӑмӑл-туйӑмсем хӑварнӑ.
Республикӑри мӗнпур хула ҫыннисемпе хӑнасене чи малтан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ: «Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем, хисеплӗ ентешӗмӗрсем, пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем! Эпир пурте юратнӑ, ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулинче пулса иртекен улшӑнусемшӗн савӑнатпӑр, вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗпе ҫак ята тивӗҫнӗ. Ҫак мӑнаҫлӑ ята хула тивӗҫлӗ тытса пытӑр тесе эпир пурте пӗрле килӗшсе ӗҫлесе пыратпӑр.
Чӑваш Республикин тӗп хули пирӗнтен кашниншӗнех уйрӑмах ҫывӑх та хаклӑ. Эпир пурте пӗрле ӑна хӑтлӑрах тата хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑ тӑватпӑр – унта ӗҫлесе пурӑнма, ачамӑрсене пӑхса ӳстерме меллӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе ӗҫлетпӗр. Эпир парксемпе скверсене, ҫулсемпе картишсене ҫӗнететпӗр. Ҫулсерен пирӗн юратнӑ хуламӑр урамӗсенче ку чухнехи троллейбуссем йышлӑланса пыраҫҫӗ. Электротранспортпа усӑ курас енӗпе эпир – Раҫҫейре малтисен шутӗнче. Хуламӑр кунта пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те ырлӑхлӑрах пулса пырать», – тесе каланӑ.
Ырӑ улшӑнусем лайӑх хака тивӗҫеҫҫӗ – хула хутлӑхӗн пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе Шупашкар Федерацин Атӑлҫи округӗнче те, ҫӗршывра та ҫӳллӗ шайри вырӑнта тӑрать.
«Ҫав лайӑх кӑтартусене эпир сирӗнпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫленине, эсир тӑван хула пурнӑҫне хастар хутшӑннине тата тума май килнине типтерлӗн сыхласа упранине пула тума пултартӑмӑр», – тенӗ регион Енртӳҫи.
«Пирӗн пӗтӗм плансене пурнӑҫа кӗртмелле, йывӑрлӑхсене пӗрле парӑнтарса, хамӑрӑн ҫитӗнӳсене аталантарса, ҫирӗп йӑла-йӗркесем ҫине таянса, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхса малалла хӑюллӑн утасса шансах тӑратӑп эпӗ! Шупашкар малала та аталантӑр тата илемленсе чечеклентӗр Уяв ячӗпе! Хула кунӗ ячӗпе!», – тесе ӑшшӑн саламланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Шупашкар хула кунӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн пуриншӗн те кану, пултарулӑх тата пӗрлӗх уявӗ пулса тӑнӑ.