Чӑваш Ен Ульяновск облаҫӗпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗррине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Ульяновск облаҫӗпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗррине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Пӗтӗм тӗнчери «Хунавсем: Раҫҫейпе Китай – пӗр-пӗринпе тупӑшлӑ килӗштерсе ӗҫлесси» форумра Хусанта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата республика делегацийӗ чылай ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Пуласлӑхри ҫул-йӗрсем пирки Китайӑн бизнес представителӗсемпе сӳтсе явнӑ. Ял хуҫалӑхӗпе туризм сферинчи регионсем хушшинчи  ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси пирки  Ульяновск облаҫӗн Губернаторӗпе ирттернӗ тӗлпулура пӑхса тухнӑ.

Регионсем агропромышленность комплексӗн сферинче пӗрлехи ӗҫсене хастар пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.  2022 ҫулта алӑ пуснӑ суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, социаллӑ тата культурӑпа гуманитари сферисенче пӗрле ӗҫлесси ҫинчен калакан Килӗшӗве пурнӑҫласа Чӑваш Енри предприятисем хӑйсен таварӗсене  кирлӗ пек калӑпӑшпа тӑратаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем пӗр-пӗрин  паха опычӗ пирки канашланӑ, ҫурхи тулӑ элитлӑ вӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, карп пулӑ ӗрчетессипе те тимлӗ ӗҫлесе пынине асӑннӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Китай Халӑх Республикипе диалога ҫирӗплетес тӗлӗшпе Ульяновск облаҫӗ пысӑк витӗм кӳнине каланӑ.  «Эсир Китайпа хутшӑнса ӗҫлес енӗпе «коридор» йӗркелени питӗ савӑнтарать. Паян ҫак ҫул-йӗре те сӳтсе яврӑмӑр. Пӗтӗмӗшле илсен, экспорт пирӗн Китайпа пӗрле ӳсет: пӗлтӗр 12% ҫити хӑпартнӑ. Ман шутпа, асӑннӑ темӑпа эпир сирӗнпе шӑп та лӑп тачӑ ӗҫлӗпӗр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче республика Ертӳҫи Олег Николаев.

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тата та анлӑрах сарасси пирки тӗплӗн сӳтсе явнӑ.

Калӑпӑр,  Чӑваш Ен ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме паха пӑрусене сутма хатӗр.  Специалистсене хатӗрлессипе витӗм кӳме пултарайрасси те куҫ кӗретех пулӗ.  

Ӑратлӑ хур-кӑвакал  ӗрчетессипе те регионсем кӑсӑкланнӑ. Ӑратлӑ чӑх-чӗп ӗрчетекен  Чӑваш Енри  «Вурнарец» тулли мар яваплӑ общество Раҫҫейре пӗртен-пӗр завод шутланать. Предприяти Ульяновск облаҫӗнчи чӑх-чӗп фабрикисене ӑратлӑ материалпа тивӗҫтерме хатӗр.

Кунсӑр пуҫне Чӑваш ял хуҫалӑхӗн наукӑпа тӗпчев институчӗ «Элита» вӑрлӑхсен ярӑмне анлӑлатса пырать. Ҫӗрулмин «Супер элита» тата «Элита», «Гала», «Самба», «Краса Мещеры», «Ривьера», «Гулливер» тата ытти хӑш-пӗр сортсене вырнаҫтарса пыма та пултарайрать.  Пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗ вӑрлӑх пур, вӗсене туянас текенсем хапӑл тусах илейреҫҫӗ.

Олег Николаевпа Алексей Русских туризм сферинче килӗштерсе ӗҫлессине те сӳтсе явнӑ. Экскурси маршручӗсем йӗркелеме тата туризм юхӑмӗсемпе ылмаштарма икӗ регион туроператорӗсем хушшинче пӗрлехи информаци турӗсене йӗркелеме май пуррине пӑхса тухнӑ. Чӑваш Республикин кунӗсене Ульяновск облаҫӗнче тата Ульяновск облаҫӗн кунӗсене Чӑваш Республикинче ирттересси, пысӑк пулӑмлӑ мероприятисене, сӑмахран, фестивальсене, форумсемпе куравсене проектласси тата йӗркелесси ҫинчен калаҫса килӗшнӗ.

«Олег Алексеевича пӗрле килӗшсе ӗҫленӗшӗн тав тӑвасшӑн. Эпир хамӑрӑн предприятисем хушшинчи промышленноҫ кооперацине активлӑ аталантаратпӑр, ял хуҫалӑхӗнче  пысӑк технологисемпе хастар ылмашӑнатпӑр. Пирӗн патра ҫулран-ҫул туризм юхӑмӗ вуншар процент ӳсет. Ҫаксем пурте пирӗн экономикӑна вӑй илсе аталанса пыма витӗм кӳреҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май, Ульяновск облаҫӗн Ертӳҫи Алексей Русских.



19 августа 2025
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter