Хуласен цифрӑллӑ пуласлӑхӗ: Олег Николаев Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери форумра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарнӑ

Хуласен цифрӑллӑ пуласлӑхӗ: Олег Николаев  Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери форумра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тутарстан Республикин Раисӗпе Рустам Миннихановпа пӗрле Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Хунавсем: Раҫҫей тата Китай – пӗр-пӗринпе тупӑшлӑ килӗштерсе ӗҫлесси» III форума уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Форумӑн тӗп пулӑмӗ Russia China Expo Пӗтӗм тӗнчери масштаблӑ курав – ҫӗнӗ рыноксемпе майсен уҫҫи пулса тӑнӑ. Регионсен пуҫлӑхӗсем экспозиципе паллашнӑ, унта Раҫҫейри тата Китайри темиҫе теҫетке компани хӑйсен паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан паха йышши таварсене тӑратнӑ. Ӑна хутшӑнакансем форума потенциаллӑ партнерсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме контактсем йӗркелеме, икӗ ҫӗршывӑн суту-илӳ хутшӑнӑвӗсене аталантарас, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тата цифровизацилес ыйтусемпе ҫыхӑннӑ уҫӑ калаҫусене хутшӑннӑ.  Пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе паллашнӑ, ҫӗнӗ йышши технологисене курса ӗненнӗ.

Пленарлӑ сессире  ертӳҫӗсем цифра тытӑмӗ ӗҫ йӗркине ҫӑмӑллатни пирки, хуласене аталантарас ӗҫре пысӑк витӗм кӳни ҫинчен канашланӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионти отрасль цифра платформисене «Ӑслӑ хула» тата «ЖКХ тата коммуналлӑ инфраструктура управленийӗ» хута ярасси пирки  анлӑ доклад тунӑ. Тутарстан Республикин Ертӳҫи Рустам Минниханов, статс-секретарь – Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Министрӗн ҫумӗ Юрий Муценек, Дубай канашӗн председателӗ, цифра операцийӗсемпе ӗҫлекен Аиша Бин Бишр, Раҫҫей Федерацийӗн архитекторӗсен союзӗн Президенчӗ Николай Шумаков, Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин хӑйсен шухӑшӗ пирки хыпарланӑ, тӗрлӗ сӗнӳсем панӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри хуласемпе ялсен хутлӑхӗн пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе инфратытӑма аталантарасси тата халӑхӑн тӗрлӗ пуҫарӑвӗсене пулӑшасси ҫинчен каласа панӑ. Ҫак ӗҫе регионта «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑна тӗпе хурса пурнӑҫласа пынине каланӑ.  2025 ҫулта 1555 проекта пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнине асӑннӑ. Халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама 3,3 млрд тенкӗ  пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ.

Граждансене меллӗ пултӑр тесе пӗлтӗр заявкӑсене дистанцилле йышӑнмалли цифра системине «Чӑваш Ен. Онлайн» портал урлӑ ӗҫе кӗртсе ӑнӑҫлӑ  хута янӑ.  Ҫакӑн пек йышӑну туни программа ӗҫленӗ вӑхӑтра заявкӑсен йышне ӳстерме витӗм кӳни те куҫ кӗретех.  Пӗр сӑмахпа каласан ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗ.

 «Пуҫаруллӑ проектсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама эпир заявкӑсем парас, пухусем ирттерес, халӑхран тата бизнесран цифра сервисӗсем урлӑ укҫа-тенкӗ пухас ӗҫсене пӗтӗмпех Патшалӑх пулӑшӑвӗ порталӗ  урлӑ йӗркелерӗмӗр. Ӗҫсем пӗтӗмпех уҫӑмлӑ пулса пыраҫҫӗ. Чи кирли вара – мӗнпур ӗҫсене ҫирӗп тӗрӗслеве илме  май пани.  Ҫак практикӑна тишкерсе, пӗтӗмлетсе ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр:  асӑннӑ ӗҫе ытларах та ытларах сарма шутларӑмӑр. Ҫапла майпа вара, пирӗн  икӗ цифра платформи тӑвас шухӑш ҫуралчӗ: «Ӑслӑ хула» тата «ЖКХсен системине тытса тӑрасси». Кун пек ӗҫсене Раҫҫей Правительствинчи ӗҫтешӗсем те хапӑл туса йышӑнчӗҫ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Палӑртма кӑмӑллӑ, паянхи пурнӑҫ таппинче Чӑваш Ен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн цифра трансформацийӗн лидерӗсенчен пӗри шутланать. Пӗрлехи информаци управленийӗсене цифра трансформацийӗсем ҫине куҫарса пырассипе ҫӗршывра малта пыракансенчен пӗри пулса тӑрать.  Кун пек ӗҫе йӗркелесе пыни ытларах информаци ҫине таянса управлени йышӑнӑвӗсене тума тата ресурссене перекетлеме май парать. 

Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен ҫыннисенчен час-часах килекен ҫӑхавсем: тирпей-илем, ҫулсем тата ЖКХ-сене пырса тивнӗ. Ҫак ыйтусем ҫине туххӑмрах тимлӗх уйӑрнӑ май, 2024 ҫулта Чӑваш Республики – Раҫҫейри пӗртен-пӗр регион, харӑсах икӗ  тытӑмӗ валли цифра платформи хатӗрлеме саккас панӑ: «Ӑслӑ хула», «ЖКХ управленийӗ тата коммуналлӑ инфратытӑм управленийӗ».  Вӗсене «ГосТех» пӗрлӗхлӗ цифрӑллӑ платформа никӗсӗ ҫинче «Экономика данных и цифровая трансформация государства» наци проекчӗ шайӗнче йӗркелеҫҫӗ.

«Ӑслӑ хула» тата «ЖКХсен управленийӗ» цифра платформисем технологи пуласлӑхӗ патне  пымалли утӑм пулса тӑрӗҫ, унта граждансем хула хутлӑхне тытса пыма хастар хутшӑнаҫҫӗ, влаҫра тӑрӑшакансем халӑхӑн сӗнӗвӗсене шута илсе, туххӑмрах хуравсем параҫҫӗ.  Проектсене 2030 ҫул тӗлне пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Хулан пуласлӑхӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла палӑртнӑ: «Ку вӑл – пысӑк технологисен, ҫирӗп экологипе хӑтлӑх синтезӗ, унта инновацисем ҫынсемшӗн ӗҫлеҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле пачах та пулса пымаҫҫӗ ӗҫсем.  Пурин те хулара ӗҫлесе пурӑнас килет, ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫласа пурӑнма хӑтлӑ условисем йӗркелес килет, ача-пӑчасене ҫитӗнтерсе пашалӑхшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулма вӗрентес килет», – тенӗ вӑл.  



19 августа 2025
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter