Олег Николаевӑн «Ниме – халӑх бюджечӗ» проекчӗ историе упраса пырать: Тӑвай тӑрӑхӗнче Вера Кузьминана халалласа культура ҫуртӗнче музей уҫнӑ
Тӑвай муниципаллӑ округра паллӑ ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана халалланӑ музей экспозицине уҫнӑ. Енӗш Нӑрвашри культура ҫуртӗнче «Ниме – халӑх бюджечӗ» программа шайӗнче пурнӑҫланӑ ҫак пӗлтерӗшлӗ проекта. Кунта пурӑнакансен чун-чӗререн тухакан ӗмӗтне пурнӑҫлакан пултаруллӑ артисткӑна асӑнса ӗмӗрлӗхе асра хӑварас текен шухӑш пурнӑҫа кӗнӗ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ халӑхӗн асӗнче ӗмӗрлӗх упранассине шанатпӑр.
«Вера Кузьминична вӑл – пирӗн тупра, пирӗн ӗмӗр сӳнми ҫӑлтӑр. Кунта туса хунӑ музей – унӑн ҫути ытларах ҫуталтӑр, нумайрах ҫунтӑр тесе тунӑ пирӗн пӗрлехи ӗҫ. Тавах йӗркелӳҫӗсене, ял ҫыннисем пирӗн чаплӑ артисткӑна асра упрас тесе, палӑртнӑ проектсенчен пӗрне ӑна халалларӗҫ. Пуҫаруллӑ бюджет программипе тунӑ проект питӗ ӑнӑҫлӑ пулса тухрӗ. Халӑхӑн ӗмӗнтне пурнӑҫа кӗртес тесе пурсӑмӑр та пӗрле тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Сӑмах май, ӗнер республика Пуҫлӑхӗ Тӑвай муниципаллӑ округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫитсе курнӑ, унти ӗҫсене курса хакланӑ. Музейри экспонатсемпе паллашнӑ, вырӑнти халӑх асӑннӑ ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине каланӑ.
Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ Вера Кузьмина тӑван ҫӗршыв искусствин историйӗнче ҫутӑ та тарӑн йӗр хӑварнӑ. Унӑн еткерлӗхӗ Тӑвай муниципаллӑ округра пурӑнакансене пуҫаруллӑ проекта тӗпе хурса музей йӗркелеме хавхалантарнӑ. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, Чӑваш автономийӗ 105 ҫул тултарнине уявланӑ май, экспозицисемпе мӗнпур халӑх паллашма пултарайрать.
Енӗш Нӑрваш ялӗнчи Культура ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнчи фойере Вера Кузьминичнӑн пурнӑҫ тата пултарулӑх ҫулӗпе паллашма май паракан музей хута кайнӑ. Кунта артисткӑн харпӑр хӑй япалисене, унӑн тава тивӗҫлӗ наградисене, сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксене, унӑн чаплӑ куравӗсем ҫинчен аса илтерекен спектакльсен афишисене пухнӑ. Кашни экспонат хӑйӗн историне каласа парать, курма килекенсене самана атмосферине туйса халӑх артисткин шӑпипе кун-ҫулне сӑнарлӑн курма пулӑшӗ.
Ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртме «Ниме – халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджетировани программи витӗм кӳнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫаруллӑ проектне вырӑнти халӑх хапӑл тусах йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле объектӑн укҫа калӑпӑшӗ 575 пине яхӑн тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 460 пинне республика хыснинчен уйӑрнӑ.
Вӑл Енӗш Нӑрваш ял культура ҫурчӗн инфраструктурине комплекслӑ аталантармалли тӗп мероприятисенчен пӗри пулса тӑчӗ. 2022 – 2023 ҫулсенче «Культура» наци проектне тӗпе хурса, вырӑнти культура ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. 2022 ҫулта «Хулан хутлӑхне хӑтлӑлатас» программӑпа ҫурт умӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ, 2023 ҫулта вара ҫывӑхри территорире спорт, тренажер тата ача-пӑча площадкисене хӑтлӑлатнӑ.
Тин ҫеҫ ҫуталса илемленнӗ Енӗш Нӑрвашри Культура ҫурчӗ ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн пултарулӑх центрӗ пулса тӑнӑ, унта пӗр-пӗринпе тӗл пулса канашлама, пулни-иртнине пӗрле сӳтсе явма, пултарулӑх ӑстисем хӑйсен тавра курӑмлӑхне те туптама пултарайраҫҫӗ.
Паян ялти Культура ҫурчӗ тепӗр пысӑк ӗҫ тума пулӑшать. Кунта аслӑ ҫулсенчисемпе пӗрле ытти яш-кӗрӗм кулленех пухӑнать, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене тӗрев парас тесе пысӑк ӗҫсем йӗркелесе пыраҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вырӑнти халӑх паттӑрсем валли ӑсталакан япаласене курса ӗненнӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, салтаксене валли кулленхи пурнӑҫра кирлӗ мӗнпур хатӗрсене калӑпласа параҫҫӗ Чӑваш Енӗн ҫыннисем.
«Эпир хамӑр ентешсене СВО пуҫланнӑранпах, тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр. Хамӑрӑн паттӑрсене пӑрахмастпӑр, пулӑшса тӑратпӑр. Ҫакӑн пек ӗҫе пӗтӗм Чӑваш Республикипех йӗркеленӗ: Культура ҫурчӗсенче те, вӗрентӳ учрежденийӗсенче те, общество пӗрлешӗвӗсенче те халӑх йышлӑн пухӑнса паттӑрсемшӗн яваплӑха туйса тӗрлӗ ӗҫ тӑвать. Пире никам та нихӑҫан та ҫӗнтермен те ҫӗнтереймӗ те. Тавах сире пӗрле пухӑнса пархатарӑ ӗҫ тунӑшӑн» – тесе тав сӑмахӗсем каланӑ республика Ертӳҫи.