Ҫӗнӗ автобуссем ял тӑрӑхӗнче вӗренекенсене турттарас хӑрушсӑрлӑхпа тата хӑтлӑхпа тивӗҫтерессине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Пӗлӳ кунӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри муниципаллӑ округсенчи шкулсене 39 ҫӗнӗ автобус панӑ. Автопарка ҫӗнетесси – республикӑри мӗн пур территорири шкул ачисем валли пӗлӳ илес, ачасене турттарас хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе майсен пӗртанлӑхӗ ҫине тепӗр утӑм туни пулса тӑнӑ.
«Паян савӑнӑҫлӑ пулӑм – эпир республикӑри шкулсене тӗрлӗ класлӑ 39 ҫӗнӗ автобус паратпӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ кивелнисене улӑштарма кайӗ, юлашки виҫӗ ҫулта эпир чылай шкулсен автопаркне ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ маршрутсем те уҫатпӑр. Шкулсене тӗпрен юсатпӑр, кирлӗ хатӗрсене те ҫӗнететпӗр, территорисене тирпей-илем кӗртетпӗр. Ҫаксем пурте Чӑваш Ен ачисемшӗн паха, хуласенче те, ялсенче те пахалӑхлӑ пӗлӳ илме май параҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.
Регион Ертӳҫи педагогсемпе вӗрентекенсене вӗсен профессионализмӗшӗн тата ӗҫе парӑннӑшӑн чун-чӗререн тав сӑмахӗ каланӑ, Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем пулма, ял шкулӗсенчен ППЭ кӑтартӑвӗсемпе 100 балл пухма ӑс панисене уйрӑммӑн ырланӑ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем ыттисемшӗн паха тӗслӗх тенӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре кунсерен 407 ятарлӑ шкул автобусӗ вӗренӳ вырӑнӗ патне тата пур ӳсӗмри 13,5 пин ытла вӗренекен килне турттарать. Автопарка ҫӗнетме укҫа-тенкӗ федераци тата республика бюджечӗсенчен уйӑрнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре кунсерен 407 ятарлӑ шкул автобусӗ 13,5 пин ытла вӗренекене шкулсене турттарать. Автопарка ҫӗнетме укҫа-тенкӗ федераци тата республика бюджечӗсенчен уйӑрнӑ.
Шкул автобусӗсемпе ачасене кулленех шкулсемпе техникумсене турттарма кӑна усӑ курмаҫҫӗ. Вӗсем шкул ачисене олимпиадӑсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене, ачасене пур енлӗн аталантарма майсем анлӑлатса патриотла тата культурӑлла мероприятисене илсе ҫитерме те усӑ кураҫҫӗ.
«Пӗтӗм коллективран, ашшӗ-амӑшӗнчен тата ачасенчен сире пысӑк тав! Шкул автобусӗ пирӗн вӗренӳ заведенийӗн потенциалне туллин пурнӑҫлама май парӗ. 2024 ҫултанпа пирӗн патра «IT-куб» ӗҫлет, сакӑр енпе хатӗрленӳ илсе пыратпӑр, вӗсен шутӗнче программӑласси, робототехника, виртуаллӑ чӑн пурнӑҫри технологисем. Пирӗн вӗренекенсем тӗрлӗ паха опытпа паллашма «IT-кубсене» тухса ҫӳреме пултарӗҫ», – тесе тав тунӑ республика Пуҫлӑхне Олег Николаева ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫав тери пӗлтерӗшлӗ парне панӑшӑн Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн директорӗ Татьяна Полякова.