Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Анатольевна Рафикова
Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ ҫинчен калакан Указа ӗнер республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Указпа килӗшӳллӗн Лариса Анатольевна Рафикова 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ шутланать. Ҫак Указ ӑна алӑ пуснӑ кунран пуҫласа вӑя кӗнӗ.
«Лариса Анатольевна Чӑваш Ен Правительствин командинче тахҫантанпах тӑрӑшса ӗҫлет. Пысӑк профессионал тата хӑй ҫине илнӗ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫлать. Унӑн паха опычӗпе пӗлӗвӗ экономикӑна малалла ҫирӗплетме тата пирӗн республикӑри пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма витӗм кӳрӗ», – тесе палӑртса каланӑ ун пирки республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.